«Яковлев мăнукĕсем» вăйă Вырăс шкулĕнчи 7-9 классем валли эпир «Яковлев мăнукĕсем» - davaiknam.ru o_O
Главная
Поиск по ключевым словам:
страница 1
Похожие работы
Название работы Кол-во страниц Размер
Урок теми Эпир И?Я?Яковлев мёнук сем? Т. ллевсем И?Я? Яковлев пурнё=. 1 34.95kb.
И. Я. Яковлев чӑвашсене панӑ халал тӗллевсем: 1 И. Я. Яковлев чӑваш... 1 80.47kb.
Программа обучающегося Яковлев Артем Алексеевич Возраст: 8 лет 11. 1 29.24kb.
Яковлев Николай Дмириевич Об артиллерии и немного о себе Сайт «Военная... 15 2086.22kb.
В 1921 году 15-летний школьник Александр Яковлев прочел книгу по... 1 60.94kb.
Николай николаевич яковлев. Цру против СССР 34 5439.84kb.
В еликий христианский просветитель Иван Яковлевич Яковлев, открывший... 1 33.72kb.
Издание: Яковлев А. С. Цель жизни. М.: Политиздат, 1973 32 7400.67kb.
Вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсенче çĔНĔ технологисемпе усă курасси 1 71.07kb.
Ep «Кукла», 1985: Заговорные слова (Б. Емельянов Ю. Кашук) 1 47.78kb.
Яковлев Николай Алексеевич 1 32.09kb.
Т. ллевсем% 1?+ыннён шалти кёмёл – туйём т. рл рен 1 44.49kb.
Направления изучения представлений о справедливости 1 202.17kb.

«Яковлев мăнукĕсем» вăйă Вырăс шкулĕнчи 7-9 классем валли эпир «Яковлев мăнукĕсем» - страница №1/1

«Яковлев мăнукĕсем» вăйă

Вырăс шкулĕнчи 7-9 классем валли эпир «Яковлев мăнукĕсем» ятлă вăйă хатĕрлерĕмĕр. Çак вăйăра çĕнтерес тесен станцисем урлă тухса нумайтарах балл пухмалла. Вăйăра классенчен чăвашла пĕлекен 5-10 ача хутшăнма пултарать. Кашни ушкăна вăйă ертÿçи çул çÿрев хучĕ тыттарать. Паллах, классен çул çÿрев станцийĕсем тĕрлĕ йĕркепе вырнаçмалла. Ачасен çак йĕркене пăсмасăр станцисем тăрăх çÿремелле, станци ертÿçи хатĕрленĕ ĕçсене тумалла.



Тĕллевсем: И. Я. Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллаштарасси. Ачасен тавра курăмне анлăлатасси, пултарулăхне аталантарасси.
Çул çÿрев хучĕ




Станци ячĕ

Балсем

Станци ертÿçи алă пусни

1.

И. Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ







2.

Пултарулăх пÿлĕмĕ







3.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ







4.

Асатте тĕпелĕнче









«И. Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ» станци

1-мĕш ĕç. И. Я. Яковлев çинчен çырнă предложенисене (абзацсене) тĕрĕс вырнаçтарса çыхăнуллă текст тумалла. Кашни абзац уйрăм хут çинче. Вĕсене пăтраштарса хумалла.


И. Я. Яковлев.




И. Я. Яковлев Тутар республикинчи Кăнна-Кушки ялĕнче çуралнă. Вăл тăлăх пулнă. Ачана шеллесе кÿршĕсем усрава илнĕ.





Сакăр çулта Ивана шкула вĕренме илнĕ. Унтан вăл çĕр виçекен шкулне пĕтернĕ. Темиçе çул çĕр виçев ĕçĕпе пурăннă.




Унăн питĕ вĕренес килнĕ. Иван Яковлев Чĕмпĕр гимназине вĕренме кĕрет. Ăна ылтăн медальпе пĕтерет. Пултаруллă ачана Хусан университечĕнчи филологи факультетне тÿлевсĕр вĕренме илеççĕ.




Гимназире вĕреннĕ вăхăтра шкул уçать, вĕренекенсем пухать. Чи пĕрремĕш вĕренекенĕ Алексей Ракеев пулнă. Ушкăн пĕчĕккĕн ÿссе пырать. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ пуçланса каять.




Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче И. Я. Яковлев Н. И. Ильминский системипе ĕçлет. Малтан ачасене хăйсен тăван чĕлхине вĕрентет, ун хыççăн вырăсла калаçма, çырма хăнăхтарать.




Пулас учительсем Яковлев шкулĕнче лайăх пĕлÿ илнĕ. Вĕренекенсем музыка инструменчĕпе калама та, сĕтел-пукан ăсталама та, çĕлеме, тĕрлеме те вĕреннĕ, агротехникăпа хурт-хăмăр ĕçне те хăнăхнă.

И. Я. Яковлев тăван халăшăн нумай ырă ĕç тунă: чăваш ялĕсенче шкулсем уçнă, учительсемпе наци кадрĕсене хатĕрленĕ, ача-пăча валли калавсем çырнă. Чăваш халăхĕ хăйĕн паттăр ывăлĕпе мухтанать, ăна тав тăвать.

Текста тĕрĕс йĕркеленĕшĕн 7 балл.
2-мĕш ĕç. Предложенисем умне кирлĕ числосем лартса тухмалла. Предложенисемпе датăсене хут çине уйрăммăн çырса магнитпа çирĕплетсен аван.
И. Я. Яковлев пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ датăсем

… çулта çуралнă.

… çулта Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă.

… çулта чăвашсен пĕрремĕш алфавитне йĕркеленĕ.

… çулта чăвашсен пĕрремĕш букварне кăларнă.

… çулсенче Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕн инспекторĕнче ĕçленĕ.

… çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕн инспекторĕ пулнă.

1903-1922; 1872; 1848; 1875-1903; 1871; 1868;

Кашни тĕрĕс хуравшăн 1 балл.
«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ» станци

1- мĕш ĕç. Тест

1. Чĕмпĕр чăваш шкулне хăçан уçнă?

а) 1903 ă) 1968 б) 1868 в)1930

2. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ камсене хатĕрленĕ?

а) пуçламĕш класс вĕрентекенĕсене;

ă) вырăс чĕлхи вĕрентекенĕсене;

б) чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене;

в) акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕсене;

3. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ачасем миçе çул вĕреннĕ?

а) 4 ă) 6 б) 5 в) 7

4. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче 1878 çултан хĕр ачасене вĕрентме пуçлаççĕ. Хĕр ачасен уйрăмне кам ертсе пынă?

а) Е. А. Яковлева ă) М. Трубина б) И. Я. Яковлев в) К. Иванов

5. И. Я. Яковлевăн пĕррремĕш вĕренекенĕ.

а) А. Ракеев ă) К. Иванов б) И. С. Максимов-Кошкинский

в) М. Трубина

6. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче чăваш музыкине пуçарса яраканĕсем вĕреннĕ?

а) Ф. Павловпа С. Максимов ă) Г. С. Лебедевпа Г. Хирбю

в) А. Васильевпа О. Кăйкăр б) С. Асаматпа А. Асламас

7. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче чăвашсен пĕрремĕш профессионал художник вĕреннĕ.

а) Э. Юрьев ă) А. А. Кокель б) Н. В. Овчинников в) Н. К. Сверчков

8. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче камсем вĕреннĕ?

а) укçа тÿлеме пултаракансем;

ă) тĕрлĕ халăхăн пултаруллă ачисем;

б) пуян çын ачисем;

в) чăваш ачисем кăна

9. И. Я. Яковлев музейĕсем хăш аслă вĕренÿ шкулĕсенче ĕçлеççĕ?

а) ЧПУ ă) ЧППУ б) ЧЯХА в) Кооператив институчĕ

10. Шупашкарта И. Я. Яковлев палăкĕ пур. Вăл ăçта вырнаçнă?

а) М. Горький ячĕпе хисепленекен библиотека умĕнче;

ă) М. Трубина ячĕпе хисепленекен библиотекăпа юнашар;

б) И. Я. Яковлев проспекчĕнче;

в) залив хĕрринче

Кашни тĕрĕс хуравшăн 1 балл.
2- мĕш ĕç. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ 40 çул тултарнă тĕле чăваш поэчĕ

И. Я. Яковлева сăвă халаллать:

…Друг – чуваш за дело взялся,

Добрым делом он занялся.

Чувашам родным по-братски

Словом истинно чувашским

Сердце, душу тронул он,

Взволновал их, дал разгон

Чувствам, так давно дремавшим,

И заветным думам нашим.

Это ль век не новый? Да,

Новой жизни череда…

Çак сăвă авторĕ кам?

(Ачасене тĕрĕс хурав тупма пулăшас тĕллевпе К. Иванов портретне кăтартма юрать.)

Тĕрĕс хуравшăн 2 балл.
3- мĕш ĕç. Станци ертÿçи ачасене «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăх юррине итлеме сĕнет. Вылякансен çак юрра илемлетекен композитор ятне пĕлмелле. Композитор пултарулăх çулĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пуçланнă. Вăл кунта вĕреннĕ, кайран кунтах ĕçленĕ. Çак композитор чăвашсенчен чи малтан Мускав консерваторине пĕтерет. (Тĕрĕс хурав: С. Максимов)

Тĕрĕс хуравшăн 2 балл.


«Пултарулăх пÿлĕмĕ» станци

1- мĕш ĕç. Ачасен И. Я. Яковлева халалласа синквейн çырмалла. Тĕслĕх:

И. Я. Яковлев

Пултаруллă, ĕçчен

Вĕренет, вĕрентет, аталантарать

Чĕмпĕр чăваш шкулне уçать

Çутта кăларакан

Тĕрĕс хуравшăн 7 балл.
2- мĕш ĕç. Ачасен И. Я. Яковлев калавĕ тăрăх çырнă пĕчĕк сценка лартмалла.

Станци ертÿçи ачасене сценкăри сăмахсене валеçсе парать. Тĕслĕхрен:

Лаша шырани.

Вылякансем: лаша çухатнă çын, ăслă çын, ял халăхĕ.

Лаша çухатнă çын: «Эсир лаша курмарăр-и?»

Ял халăхĕ: «Çук, курмарăмăр!»

( Лаша çухатнă çын класс тавра чупса çаврăнать.)

Лаша çухатнă çын: «Эсир лаша курмарăр-и?»

Ял халăхĕ: «Çук, курмарăмăр!»

( Лаша çухатнă çын тепĕр хут класс тавра чупса çаврăнать. Ăслă çынна тĕл пулать.)

Лаша çухатнă çын: «Эсĕ лаша курмарăн-и?»

Ăсла çын: «Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу?»

Лаша çухатнă çын: «Паян - виçĕ кун».

Ăсла çын: « Лашу мĕн тĕслĕччĕ?»

Лаша çухатнă çын: « Шурă улаччĕ».

Ăсла çын: « Çакă ху айăнтиех мар-и?»

Лаша çухатнă çын: « Çакă, çакă, çакă!»

(Лаша çухатнă çын савăнса класс тавра чупса çаврăнать.)

Станции ертÿçи ятарласа хатĕрленĕ реквизит: лаша, лаша чупнине палăртма икĕ йывăç кашăк, чăваш кĕписем (ывăл ачасем тăхăнма)

Сăмахсене тĕрĕс вуласа калани – 1 балл.

Илемле калани – 1 балл.

Артистизм – 1 балл.

Реквизитпа вырăнлă усă курни – 1 балл.

Сценкăна лартни – 1 балл.

Ушкнăпа килĕшÿллĕ ĕçлени – 1 балл.
«Асатте тĕпелĕнче» станци

1- мĕш ĕç. Вĕрентекене пулăшакан ачасем И. Я. Яковлев калавĕсене вулаççĕ. Вылякансен вуласа панă калав ятне пĕлмелле. Калав ячĕсене доска çине çырнă. Çак калавсене кĕртме сĕнетпĕр: «Автан», «Чакак», «Утăра», «Шăши», «Укçа уйăрни». Вĕсем кĕске тата ячĕсене тавçăрса илме çăмăл.

Кашни тĕрĕс хуравшăн 1 балл.



2- мĕш ĕç. Пуçламĕше тăрăх калав вĕçне аса илмелле. Станци ертÿçи 3-мĕш класра вĕреннĕ «Хураçка» калавĕн пуçламăшне вуласа пама пултарать?

Тĕрĕс хуравшăн 2 балл.



3- мĕш ĕç. И. Я. Яковлевăн хăш калавĕ «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç» сăмахсемпе вĕçленет?

а) «Тилĕпе тăрна» ă) «Кашкăрпа карчăк» б) «Кашкăрпа путек»

в) «Шăши»

Тĕрĕс хуравшăн 2 балл..


Вăйă вĕçĕнче ертÿçĕсем ушкăнсен çул çÿрев хучĕсене тишкереççĕ, çĕнтерÿçĕне тата номинацисенче палăрнисене уйăраççĕ. «Ăсчахсем», «Чи пултаруллисем» тата ытти номинацисем тума сĕнетпĕр.

Станци пÿлĕмесем патĕнче тĕркешÿ ан пултăр тесен - вăйăра хутшăнакан ушкăнсем шут енчен станци шучĕпе пĕр пек е сахалтарах пулмалла.

Сценарий внеклассного мероприятия для участия в конкурсе редакции журнала «Халăх шкулĕ – Народная школа» по освещению педагогического наследия И.Я.Яковлева и использования его богатейшего опыта обучения и воспитания в современной школе в номинации «Материалы внеклассных и внешкольных мероприятий, посвященных И.Я.Яковлеву и Симбирской чувашской учительской школе».


«Яковлев мăнукĕсем» вăйă

Авторы: Николаева Л.П., учитель чувашского языка МОУ СОШ №62,

Аввакумова В.М., учитель чувашского языка МОУ СОШ № 54




Чебоксары, 2008 г.




Все любовные сцены, которые начинаются на съемочной площадке, заканчиваются в гардеробной. Алфред Хичкок
ещё >>