Вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсенче çĔНĔ технологисемпе усă курасси - davaiknam.ru o_O
Главная
Поиск по ключевым словам:
страница 1
Похожие работы
Название работы Кол-во страниц Размер
Вĕренӳ содержанийĕ Морфологипе орфографи. Теори пелевесем 3 375.06kb.
Урок тĕсĕ: хайлавсене вуласа тишкермелли çĕнĕ технологи элеменчĕсемпе... 1 59.75kb.
И. Я. Яковлев çуралнǎ кунне халалланǎ «Чǎваш чĕлхи кунĕ» 1 103.57kb.
Галина Леонидовна Николаева, Çēнē Шупашкарти 19-мēш шкулта чăваш... 1 38.5kb.
«Яковлев мăнукĕсем» вăйă Вырăс шкулĕнчи 7-9 классем валли эпир «Яковлев... 1 71.6kb.
Ĕçе пурнăçлаканĕ: Леонтьева Анастасия Анатольевна, Вăрмар районĕнчи... 1 72.18kb.
ЧĂваш çыравçисен чăвашла тата вырăсла çырмалли псевдоним варианчĕсен... 1 70.7kb.
Г. П. Терентьева Фразеологи словарĕ 1 186kb.
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви 9 410.87kb.
Вылякансем: Амăшĕ япшар чăваш хĕрарăмĕ 1 55.67kb.
«Çĕрпин юрǎçĕр-шывĕнче» ( уяв сценарийĕ) 1 ертсе пыракан : Ырǎ кун... 1 46.25kb.
Урок тěллевě: 1 Ачасене çуллахи каникула планлама хǎнǎхтарасси. 1 36.15kb.
Направления изучения представлений о справедливости 1 202.17kb.

Вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсенче çĔНĔ технологисемпе усă курасси - страница №1/1


ВЫРĂС ШКУЛĔНЧИ ЧĂВАШ ЧĔЛХИ УРОКĔСЕНЧЕ ÇĔНĔ ТЕХНОЛОГИСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ

Диарова Ирина Алексеена, учитель чувашского языка и литературы

Чăваш чĕлхине паянхи пурнăç ыйтнă пек ăнăçлăн вĕрентес тесен, пирĕн, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен, тĕрлĕ мелсемпе меслетсемпе усă курмалла, хула ачисен чăваш чĕлхине вĕренес туртăма вăйлатас, пултаруллисен пĕлÿлĕхри хастарлăхне ÿстерес тесе тăрăшмалла, вĕренÿре кая юлса пыракансемпе те ĕçлемелле, уроксем интереслĕ те тухăçлă пулччăр тесе тăрăшмалла.

Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер майĕсемпе, Интернет пулăшăвĕпе усă курманни пурнăçран юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме, пархатарлă тĕллевĕмĕре ăнăçлă пурнăçласа пыма пулăшать.

Вĕренекенсене компьютер умĕнче вăхăтпа тĕрĕс усă курса ĕçлеме хăнăхтармалла. Электронлă шутлав машини ачасен ăс-хакăлне пуянлатма, пĕлÿ шайне ÿстерме, тавра курăмне анлăлатма пулăшать. Компьютерпа пĕлсе усă курни вĕренекенсен активлăхне, пĕлÿ илес туртăмне палăрмаллах ÿстерет. Ачасем вăл е ку темăпа ытларах интересленме пуçлаççĕ, пĕлĕве хăйсем тĕллĕн шырама тимлеççĕ. Вĕрентекенĕн вара тĕрĕс çул кăтартса пымалла. Ачасемпе пĕр-пĕр тема вĕреннĕ хыççăн пысках мар проект тума пуçларăмăр.(Слайд)

Проект тĕллевĕсем:

Проект тăвас ăсталăха аталантарасси.

Хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси.

Ачасене творчествăлла ĕçлеме хăнăхтарасси.

Пĕр-пĕр тамăпа каласа пама хăнăхтарасси.

Килти чĕр чунсене юратма хăнхтарасси.

Тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентесси;

Хамăр тăрăхри йăла-йĕркепе паллаштарасси.

Сăмах йышне пуянлатасси, вĕсене пуплевре усă курасси.

Ачасен тавра курăмне аталантарасси.



Проект ĕçне çак йĕркепе хатĕрлетпĕр:

 -тема суйласа илесси;

 -проекта мĕнле формăллă йĕркелессине палăртасси: стена хаçачĕ кăларни, республикăри «Тантăш» хаçат, «Тетте» журнал валли заметкăсем хайлани;

 -материала пухасси;

 -материала тишкересси, ушкăнласси;

 -презинтацие хÿтĕлесси;

Тĕслĕхрен «Килти чĕр чун» темпа хатĕрленĕ проект. 1-мĕш ушкăн тупмалли юмахсем тупса хатĕрлет, 2-мĕш ушкăн ваттисен сăмахĕсем йĕркелет, 3-мĕш ушкăн халăх сăнавĕсем пухать, 4-мĕш ушкăн, пĕчĕк сăвăсем шыраса хатрĕлет

5-мĕш ушкăн кластер, синквен çырать.

Тупмалли юмахсем

Мăйракаллă, ула, пысăк, сĕтлĕ (Ěне)

Хĕлле те çулла та кĕрĕкпе. (Сурăх)

Пĕчĕк майра пичке ăсти,

кашни килте чун ăшши. (Чăх)

Çÿлелле пăхмасть, хĕвеле курмасть,

Лачака курсан, лачакаран тухмасть. (Сысна)

Сухаллă та ват çын мар,

туратлă та йывăç мар,

хÿреллĕ те йытă мар,

хутаçлă та ĕне мар. (Качака)

Сухаçă мар, çĕвĕçĕ мар, машина мар, платник мар,

Хире хуратать, сана сĕтĕрет, çитес çĕре çитерет. (Лаша).

Ваттисен сăмахĕсем йĕркеле.

 Автан та… тутă пулать

 Выльăх-чĕрлĕх … шăши те патша

 Ěни хура та… пĕлет

 Йытă та кил тĕлне… ахаль авăтмасть

 Кушак çук çĕрте… тихаран паллă

 Лаша пуласси… пăхмасăр пулмасть

 Чăхă пĕрчĕн сăхсах … сĕчĕ тутлă

Халăх сăнанинчен

 Ěне урине силлесен-сивĕтет.

 Ěне пуçне силлесен- сивĕтет.

 Ěне сунă чух сĕчĕ кăпăкланса чашкăрсан тепĕр кунне çумăр пулать.

 Йытă йăвалансан, ăшăтать.

 Тип тăпра çинче чăхсем чаваласан çумăр пулать.

Пĕчĕк сăвăсен тупсăмне туп

- ….тус, .. тус,

Мĕншĕн ирех эс тăран?

Çунат çапса авăтан,

Ачасене вăратан?

-Сирĕн ирех тăмалла,

уроксем те тумалла,

Шкула часах каймалла,

Кукарккук, кукарекук! (Автан)

Пирĕн ялăн ферма пур,

Унта хĕрлĕ…пур.

Хĕрлĕ …мĕкĕрет:

- «Çывăха ан килĕр»- тет. (вăкăр)

….çури

Ир тăрать, питне çăвать,

Шур кĕркне якатать.

Шăшисене хăратма

Курăк ăшне пытанать.

Ай, маттур… ури,

Сирĕн килте вăл пур-и? (Кушак çури)

Пысăк … хамлатса

Пĕчиккине хăвалать,

Çăваринчи мăн шăмма

Туртса илесшĕн пăхать. (Йытă)

Кластер, синквейн çыр

Халĕ сирĕнпе хамăр проект туса пăхатпăр. «Çăкăр» темăна суйласа илетпĕр Стена хаçачĕ кăларатпăр.

Проект тĕллевĕсем:

Проект тăвас ăсталăха аталантарасси.

Хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси.

Творчествăлла ĕçлеме хăнăхтарасси.

Пĕр-пĕр тамăпа каласа пама хăнăхтарасси.

М.Ф.Чернов «Чăвашла -вырăсла фразеологи» словарĕнчи сăмах майлашăвсемпе калаçура усă курма хăнăхасси.

Çăкăр çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене йĕркелемелле хăнăхтарасси, астуса юласси.

Тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентесси;

Хамăр тăрăхри йăла-йĕркепе паллаштарасси.

Сăмах йышне пуянлатасси, вĕсене пуплевре усă курасси.

Ачасен тавра курăмне аталантарасси.

1-мĕш ушкăн- «Пĕчĕк сăвăсем шыра». (Вĕсене «Тантăш» хаçат валеçсе паратăп. Çав хаçатран материалсем шыраса тупаççĕ, вуласа параççĕ стена хаçатне тухса çыпăçтараççĕ).

П.Эйзин сăвви

Хырăм выçмасăр- çăкăр ан тыт:

Çăкăртан хакли çук.

Алă çумасăр çăкăр ан тыт :

Çăкăртан таси çук.

Çĕлĕк хывмасăр çăкăр ан тыт:

Çăкăртан асли çук.

2-мĕш ушкăн- «Сăмах пĕлтерĕшне кала» ( М.Ф.Чернов «Чăвашла -вырăсла фразеологи» словарĕнчен сăмах майлашăвăн пĕлтершне шыраса тупаççĕ, вуласа параççĕ стена хаçатне тухса çыпăçтараççĕ).

Çăвартине (çăварти çăкăра) пар- (Отдавать последний кусочек хлеба кому- либо)

Çăкăр çи- (Есть хлеб, жить в достатке)

Çăкăр ларт- (Кормить, накормить кого; поставить угощение для гостей)

Çăкăр çитер- ( кормить)

Çăкăрне çи- (жить начьих-то хлебах)

3-мĕш ушкăн- «Ваттисен сăмахĕсем» йĕркеле. (Сăмахсен йышĕ паратăп, вĕсенчен çăкăр çинчен калакан ваттисен юмахĕсем йĕркелемелле. Кашни ваттисен юмахĕсене вуласа памалла, стена хаçатне тухса çыпăçтармалла).

Çăкăр хырăм хыççăн çÿремест.

Хырăм выçсан çăкăр та кулачăран тутлă.

Çăкăртан аслă ан пул.

Çăкăр тутине ĕçлекен пĕлет.

Çăкăр –халăх пуянлăхĕ.

Çăкăр умĕнче хаяр йытă та йăваш.

».

Çак тупмалли юмах тупсăмне туп. «Пĕр карта сурăх пур, пурте пĕр майлă».(Кукăль)

Ваттисем мĕне иккĕмĕш çăкăр теççĕ.(çĕрулми)

И.Я.Яковлев калавĕнчи йĕркесем: «Мейĕрех Ванюк татăкне вăл кĕтесре лартăр».Çак йĕркесем хăш калавран? (Йăлăнтарни)

Халăх сăнанинчен «… нÿрелсен- нÿрре теççĕ». (тăвар)

Çăварни уявĕнче мĕн çиеççĕ? (Икерчĕ)

Çак тупмалли юмах тупсăмне туп. «Касатăп, касатăп, чунĕ, юнĕ çук, ăна çимен çын та çук». (çăкăр)

И.Я.Яковлев калавĕнчи йĕркесем: «Ĕçлесе çисен çăкăр та тутлă».Çак йĕркесем хăш калавран? (Кулачă)

5-мĕш ушкăн- «Тутлă апат –çимĕç» рецептне çырса хур, каласа пар. Эсир ресторанра тĕп повар пулса ĕçлетĕр. Сирĕн патра аякри чăвашсем апатланма ресторана кĕнĕ. Вĕсене апачĕ питĕ килĕшнĕ, çавăнпа та вĕсем сирĕнтен рецепт ыйтаççĕ. Вĕсем чăвашла кăна пĕлеççĕ.(Яшка, пăтă, хуплу, икерчĕ рецепне çырма пулать)

Хуплу со свининой и картофелем .

Готовят дрожжевое тесто, раскатывают, кладут на него фарш: свиное сырое мясо, картофель, нарезанный мелкими кубиками, рубленый репчатый лук, заправленный солью и специями. Пирог защипывают, придают форму полумесяца и выпекают. Мука 410, сахар 15, дрожжи 15, яйцо 1 шт., мясо свиное 400, картофель 200, лук репчатый 100, перец, соль.

6-мĕш ушкăн- « Çитеймен SMS-кăсем». Кафере пысăк уяв пулать. SMS-кăпа кам мĕн юратни çинчен ыйтса янă. Сирĕн каялла кам мĕн юратни çинчен SMS-кă çырса ярса памалла.

-Ырă кун пултăр!



-Эсĕ мĕн çиме юрататăн?



-Аннÿ мĕн çиме юратать?



-Аçу мĕн çиме юратать?



-Асаннÿ мĕн кăмăллать?



-Аслаçу мĕн кăмăллать?



-Пиччу мĕн çиме юратать?



-Шăллу мĕн юратать?



-Йăмăку мĕн кăмăллать?



-Аппу мĕн кăмăллать?



Усă курмалли сăмахсем: шаркку, яшка, кукăль, пăтă, шăрттан, шÿрпе, икерчĕ, йăва, пĕремĕк.

7-мĕш ушкăн- «Ÿкерчĕкĕн ятне пар». Эсир пулас журналистсем. Сирĕн пата ÿкерчĕк ярса панă, сирĕн ÿкерчĕк ятне памалла. «çăкăр çисе тăракан ача».

7-мĕш ушкăн-«Кластер, синквейн çыр»

çемçе тутлă усăллă

кăпăшка çăкăр хытă

хура шурă çаврака

Синквейн

Çăкăр

Çемçе, тутлă

çитĕнет, усă парать, тăрантарать.

Эпĕ хура çăкăр юрататăп.

Пуянлăх.

Халĕ пирĕн хаçат пулчĕ. Эпир ку хаçата класра çакма пултаратпăр. Вăйă – ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли паха майсенчен пĕри. Шкул пурнăçĕнче унпа анлă усă куратпăр.

Вĕрентÿ усăллă пулсан, вĕренекенсен хастарлăхĕ кунран кун ÿссе пырать. Пĕрремĕш урокран пуçласах ачасем çак усса туймалла. Апла пултăр тесен, пирвайхи уроксенченех вĕсене пуплев хăнăхтарăвĕсене хутшăнтарма тытăнмалла. Çав ансат хăнăхусем ерипен анлăланса, сарăлса, тĕрекленсе пымалла. Вĕренÿ уссине класри пур ача туйтăр тесен, вĕсенчен кашнин пĕрмаях пуплев хăнăхтарăвĕсене хутшăнмалла. Çапла тусан кăна вĕсен хăнăхăвĕсем аталанаççĕ, çирĕпленсе пыраççĕ. Урок интереслĕ пултăр тесен, вĕрентекенĕн тĕрлĕ хушма ĕç тума тивет.Тĕрлĕ интереслĕ сăмахсемпе, ситуацисемпе усă курни урока чĕрĕлĕх кĕртет, ачасене пурне те ĕçе хутшăнтарать, калаçтарать.

Вĕрентĕве пурнăçра кирлипе çыхăнтармалла, усăллă тумалла. Ку принцип иккĕмĕш чĕлхене вĕрентнĕ чух пуплевпе усă курассипе тÿррĕмĕнех çыхăнать.

Чăваш чĕлхине вĕрентнин усси-ачасем унпа пуплевре усă курма пултарни.

Шăп та çавăнпа ĕнтĕ чĕлхемĕре хула шкулĕсенче вĕрентнин тĕллевĕ те, вĕрентÿ материалĕ те, меслечĕсемпе мелĕсем те.





Нам нечего бояться, кроме страха. Франклин Рузвельт
ещё >>