Вылякансем: Ертÿçĕ. Чăрăш - davaiknam.ru o_O
Главная
Поиск по ключевым словам:
страница 1
Похожие работы
Название работы Кол-во страниц Размер
Поэма (сценари) Вылякансем: Таня Партизансем (5-ěн) Амǎшě Праски... 1 97.21kb.
Вылякансем: Амăшĕ япшар чăваш хĕрарăмĕ 1 55.67kb.
Кайăк. Çак вăрмана кайса пăхам-ха, йывăçсем мана ăшăтмĕç-ши? 1 20.44kb.
Волонтеры объединяют 100 стран ради всемирной акции по уборке Группы... 1 23.45kb.
Направления изучения представлений о справедливости 1 202.17kb.

Вылякансем: Ертÿçĕ. Чăрăш - страница №1/1

Пĕчĕк вĕçен кайăк.

(Юмах.)
Вылякансем:

Ертÿçĕ. Чăрăш.

Кайăк. Хыр.

Хурăн. Уртăш.

Юман. Çил ачи.

Йăмра. Çил ашшĕ.
Ертÿçĕ. Чăтма çук сивĕсем килсе çитнĕ тет.Пур вĕçен кайăксем пĕрле пуçтарăнса ăшă еннелле вĕçсе каяççĕ.Пĕр пĕчĕк вĕçен кайăк çеç, çунатне хуçнăскер, вĕçсе каяйман та пĕчченех тăрса юлнă.Вăл нимĕн тума пĕлмен, йĕри-тавралла пăхкаласа хÿтĕ вырăн шыранă.

Пăхать-пăхать те инçех мар аслă вăрман курать.


Кайăк. Çак вăрмана кайса пăхам-ха, йывăçсем мана ăшăтмĕç-ши?
Ертÿçĕ. Хăйĕн аманнă çунатне йăкăлт-йăкăлт тутарса вăрман хĕррине çитет вăл.Вăрман хĕрринче кĕмĕл хурăн хумханса ларать.
Кайăк. И-и-и, лăс хурăн, лăс хурăн, хăвăн патна çуркуннеччен пурăнма яр-ха.
Хурăн. Чипер калаç! Мĕн хăтланасшăн эсĕ? Ман хамăн та çулçăсене пăхса усрамалла, саншăн чăрманса пулмастех.
Ертÿçĕ. Сиккелесе пырать хайхи кайăк хуçăлнă çунатне тăратса. Пăхать – пысăк юман ларать.
Кайăк. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă тураттусем хушшине çуркуннеччен кĕртсем!
Юман. Çапла пулмасăр! Сан пеккисене çеç яр, хĕл каçиччен манăн пĕр йĕкеле те хăвармăн эсĕ. Кай, ан тăр кунта!
Ертÿçĕ. Мĕскĕн кайăк каллех малалла каять. Шыв хĕрринче пысăк йăмра ларнине курать.
Кайăк. Ырă йывăçăм, йăмраçăм, санăн туратусем çăра, яр-ха мана хăвăн патна хваттере хĕл каçиччен пурăнма.
Йăмра. Утах малалла! Эпĕ сан пеккисемпе сăмах та хушмастăп.
Ертÿçĕ. Мĕскен кайăк аптрасах çитет, нимĕн тума та пĕлмест. Ывăннипе аран-аран лăкăштатса, хуçăк çунатне суллантарса вăл вăрман варрине çитсе кĕрет.

Мĕскĕн кайăка симĕс чăрăш асăрхать.


Чăрăш. Ай-ай, мĕскĕн, ăçта каятăн капла?
Кайăк. Хам ăçта кайнине хам та пĕлместĕп.
Чăрăш. Епле пĕлместĕн?
Кайăк. Телее мар, хурлăха.
Чăрăш. Мĕншĕн юлташусенчен тăрса юлтăн-ха?
Кайăк. Ман çунатăм хÿçăлчĕ, çавăнпа эп вĕçейместĕп. Вăрманти йывăçсене хваттере яма йăлăнса пăхрăм та, нихăшĕ те хĕрхенмерĕ.
Чăрăш. Эй, апла пулсан хам патăмра пурăн. Ак лар çак туратăм çине, вăл пуринчен те ăшăрах .
Ертÿçĕ. Чăрăшпа юнашарах ватă хыр ларнă.
Хыр. Манăн туратсем ăшша питех тытмаççĕ те, çапах эпĕ сана сивĕ çилсем тивесрен сыхласа тăрăп.
Ертÿçĕ. Çакна уртăш йывăç курать те калать.
Уртăш. Сана, пĕчĕкскере, эпĕ хĕл каçичченех хам çырласемпе тăрантарса усрăп.
Ертÿçĕ. Пĕр каçхине вăрманта сивĕ çил урса кайнă. Темле тискер тăвăл тулашнипе йывăç çуçисем пурте тăкăнса пĕтнĕ.

Анчах тăвăл ачи малтан ашшĕнчен ыйтнă пулнă.


Çил ачи. Пур йывăçсен çулçисене те çаратмалла-и? Е хăшĕсенне хăвармалла-и?
Çил ашшĕ.Çук, апла юрамасть. Пĕчĕк кайăка усрава илнĕ йывăçсене пĕрне те ан тивнĕ пултăр, вĕсем хĕлĕпех симĕс тăччăр.
Ертÿçĕ. Çил вара чăрăшне те, хырне те, уртăшне те тивмен тет. Вĕсем çавăнпа та ку таранчченех хĕлле те, çулла та ĕмĕр-ĕмĕрех симĕс юлнă тет.








Дешевых политиков не бывает. Лоренс Питер
ещё >>