Вылякансем: Амăшĕ япшар чăваш хĕрарăмĕ - davaiknam.ru o_O
Главная
Поиск по ключевым словам:
страница 1
Похожие работы
Название работы Кол-во страниц Размер
Поэма (сценари) Вылякансем: Таня Партизансем (5-ěн) Амǎшě Праски... 1 97.21kb.
Вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсенче çĔНĔ технологисемпе усă курасси 1 71.07kb.
Ĕçе пурнăçлаканĕ: Леонтьева Анастасия Анатольевна, Вăрмар районĕнчи... 1 72.18kb.
ЧĂваш çыравçисен чăвашла тата вырăсла çырмалли псевдоним варианчĕсен... 1 70.7kb.
Вĕренӳ содержанийĕ Морфологипе орфографи. Теори пелевесем 3 375.06kb.
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви 9 410.87kb.
Вылякансем: Ертÿçĕ. Чăрăш 1 24.13kb.
И. Я. Яковлев çуралнǎ кунне халалланǎ «Чǎваш чĕлхи кунĕ» 1 103.57kb.
Галина Леонидовна Николаева, Çēнē Шупашкарти 19-мēш шкулта чăваш... 1 38.5kb.
«Çĕрпин юрǎçĕр-шывĕнче» ( уяв сценарийĕ) 1 ертсе пыракан : Ырǎ кун... 1 46.25kb.
Чăваш Республикинчи Канаш хулинчи муниципалитетăн бюджетлă ачасене... 1 79.98kb.
«Ёстапи» Йыхрав к вви? Арка ай пе ертсе пыракан тухать? Е?П? 1 44.61kb.
Направления изучения представлений о справедливости 1 202.17kb.

Вылякансем: Амăшĕ япшар чăваш хĕрарăмĕ - страница №1/1

Пĕрремĕш утăмсем

Пьеса-юмах

Вылякансем:

Амăшĕ – япшар чăваш хĕрарăмĕ.

Гриша – арçын ача.

Маша – ашкăнма юратакан хĕр ача.

Ĕне.


Хур.

Чăх.


Чăх чĕппи.

Аслати.


Хĕвел пепке.

Пĕрремĕш курăну.
Уçă чÿречерен хĕвел ури курăнать. Кăштахран хаваслă хĕр ача – Хĕвел пепке – чÿрече кантăкĕ çинчен пÿрте сиксе кĕрет.
Амăшĕ.

Ара, ку эсĕ-çке!

Хĕвел пепке, сап-сар çеçке!

Çитрĕн-и? Аван-и?


Хĕвел пепке.

Аван! Пит аван!

Сире пурне те салам!
Хĕвел пепке вырăн патне чупать, çывракан ачасене вăратасшăн тăрмашать.
Хĕвел пепке.

Çитĕ, çитĕ çывăрма!

Тăрăр, тăрăр выляма!

Эпĕ килтĕм выляма,

Юрлама та ташлама.
Ачасем тутлăн карăнаççĕ. Амăшĕ ачисене ачашшăн лăпкать.Машăпа Гриша тăрса лараççĕ, куçĕсене сăтăркалаççĕ.
Маша (Хĕвел пепкене асăрхаса).

Ой! Кам ку?!


Хĕвел пепке.

Эпĕ ку!
Гриша (Хĕвел шевлине ярса тытасшăн).

Пар! Мана пар!
Маша.

Манăн! Манăн! Ку манăн! Яр!

Манна пар!
Гриша.

Эсĕ яр! Мана пар!


Амăшĕ.

Ачасем, Хĕвел пепке

Сирĕнпе вылясшăн-çке.

Айтăр-ха, эппин,

Çăвăнар хăвăртрах.
Ачасем çăвăнаççĕ. Гриша сăмсине çеç çăвать.
Амăшĕ.

Ай-ай-ай!

Питне камăн çумалла тет?
Гриша.

Гршăн çăвăнас килмест.

Гриша çăвăнма пĕлмест.
Маша.

Ман та çăвăнас килмест,

Эп те çăвăнма пĕлмес!
Хĕвел пепке.

Эп çăвăнма пултаратăп.

Ир-ирех сиксе тăратăп.

Пур ĕçе те хам тăватăп.

Хăлхана та, сăмсана та,

Урана та хам çăватăп.


Амăшĕ.

Вăт еплерех эс маттур.

Çавăнпа эс чиперук. (Ачисене.)

Тĕслĕх пепкерен илер,

Лайăх çăвăнма пĕлер.
Ачисем тăрăшсах çăвăнаççĕ.
Маша.

Эпĕ халĕ тап-таса.


Гриша.

Эпĕ те халь тап-таса


Хĕвел пепке Гришăна, Машăна пуçĕчен ачашлать.
Хĕвел пепке.

Маттур, Гриша! Маттур, Маша.


Маша.

Атьăр, выльăпăр халаса тытмалла.


Гриша.

Выльăпăр, выльăпăр тармалла.


Амăшĕ.

Малтан – апатланмалла,

Вара тин вылямалла.
Сцена варринче сĕтел тухса тăрать. Ун çинче ĕçмелли-çимелли туллиех.
Амăшĕ.

Ларăр сĕтел хушшине,

Тытăр кашăкăрсене.
Ачасем сĕтел хушшине лараççĕ, кашăксене тытаççĕ,çиеççĕ
Маша.

Ирпе ăшă сĕт ĕçетĕп,

Сывлăха çирĕплететĕп
Гриша.

Чăкăт-турăх çиекен

Нихçан нимпе чирлемен
Амăшĕ.

Уйран та пур нÿхрепре,

Час тухса илсе кĕрем…
Амăшĕ каять. Алхасуллă кянăрать. Ачасем вăйă пуçлаççĕ. Ашкăнма тытăнаççĕ.

.
Маша (Хĕвел пепкене ярса тытасшăн).

Тытрăм! Тытрăм! Тарчĕ! 2 хут
Гриша (Хĕвел пепкене тытасшăн).

Лекрĕ! Тытрăм! Тарчĕ!


Хĕвел пепке ашкăнса йăкăл-якăлт сиккелет. Сĕтел çинче кашăк-тирĕк ÿксе ванать. Алине кăкшăм тытнă Амăшĕ кĕрет. Кĕвĕ чарăнать.
Амăшĕ.

Ай-уй! Мĕн çийĕпĕр ĕнтĕ эпир.

Ак сана!

Ак сана!


(Ачисене ал шăллипе çапкалать.)
Маша.

Апа-ап!
Гриша.

Апап-п!
Амăшĕ.

Калăр-ха манна,

Кам хăтланчĕ çакна?!
Гриша (пÿрнипе Хĕвел пепке çине тĕллет).

Вăл!
Маша.

Вăл!
Маша.

Эп пит тирпейлĕ хĕр ача,

Пÿлĕмре эпĕ чупман.
Гриша.

Эп те пÿлĕмре чупман.


Хĕвел пепке (кÿренсе).

Эппин, эп çеç-и айăпли?

Эппин эп çеç явапли?

Хĕвел пепке тухса каять, çухалать.
Сцена хыçĕнче Аслати сасси илтĕнет. Машăпа Гриша Амăшĕ патне чупса пыраççĕ, кĕпи аркинчен пырса тытаççĕ.
Маша.

Анне!
Гриша.

Анне!
Амăшĕ.

Ах, Аслати епле хаяр!

Мĕскер тăвар-ха, мĕн тăвар?

Ак, çумăр çăвать, аслати авăтать. ( Ачисене йăпатать.)


Маша.

Кичем.


Хĕвел пепкесĕр питĕ салху.
Гриша.

Хĕвел пепкене кÿрентертĕн те ху,

Хĕвел пепке, каялла кил…
Пĕрле (юрлаççĕ).

Хĕвел, тух, хĕвел, тух!

Хĕвне кулă чиксе тух.

Вăй выля пирĕнпеле,

Ташă ташла пирĕнпеле.

Ай-ар-ай-ар! Ай-я-ра!


Аслати.

Питĕ çамăл вăр-р-р-р-çанма!

Ансат мар-р-р-р çав туслашма!

Ансат маар-р-р-р!


Амăшĕ.

Айтăр-ха хăвăртрах пуçтарăнар та

Хĕвел пепкене шырар.
Иккĕмĕш курăну.

Картишре.
Амăшĕ.

Ку- пирĕн картиш.

Унта тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх пурăнать.
Ĕне.

Му-ук!


Халь манн кăмăл çук.

Ман сассăм çĕтсе ларчĕ

Мĕншĕн тесен хĕвел çук
Амăшĕ.

Ĕнене пулăшмалла.

Ун сассине уçмалла –

Ăна çăмарта памалла.

Гриша.

Ăçта тупмалла-ха çăмартана?


Маша.

Чупар часрах Чăх патне.

Патăр вăл çăмартине.
Чăх кĕрет. Сцена тăрăх утса иртет. Балерина евĕр хăтланкалать: çунаттисемпе сулкалать, сиккелет, çаврăнкалать.
Чăх.

Ах, балет. Балет, балет!

Мĕн тери талант пĕтет!

Ташлама çуралнă эпĕ.


Маша кĕрет. Чăх питĕ пăлханса çунаттисене çапать, кĕтесрен кĕтесе чупкалать.
Чăх.

Ай, кăт-кăтик-кăтик!

Пулăшсамăрчĕ пăртик!

Ах, инкек, инкек, инкек!


Маша.

Пире çăмарта кирлĕ.


Чăх.

Çăмарта шухăш маар кунта.

Чĕп çухалчĕ, тупата.
Пурте тухса каяççĕ. Хур кĕрет.Чăх чĕппи тупнă пĕрче туртса илет, çисе ярать.
Чăх чĕппи.

Ку ман пĕрчĕ! Манăн!

Намăс çук-им санăн?!
Хур.

Эпĕ – хур.

Мĕнлерех эпĕ – кур.

Эпĕ картиш патши.

Картишре пулмĕ чăх-чĕп шăрши. (Хăратса шилетет).
Гриша чупса кĕрет, Чăх чĕппи макăрать.
Гриша.

Аннÿ макăрать унта,

Эс макăран кунта.
Чăх чĕппи.

Анне! Анне! Ăçта манн анне?!

Илсе кай мана анне патне!
Чăх хашкаса чупса кĕрет. Чĕппипе ыталанаççĕ.
Чăх.

Кам кÿрентерчĕ сана?


Чăх (хура юнать).

Айван! Хулиган!

Хăлха чикки парап сана. (Гришăна)
Гриша, сана пысăк тав.

Акă сана çăмарта

Ĕне сассине уçма.
Гриша.

Ырă кăмăллă Чăх эсĕ.

Санăн ырлăху виçесĕр.

Тавтапуç сана, тавах,

Çăмарта нумай тăвах.

Атьăр ĕне патне каяр,

Ĕнене пĕрле сыватар.
Маша.

Юрать.
Фонограмма, картишĕнче выльăх-чĕрлĕх.


Гриша.

Акă сана çăмарта.


Ĕне.

Пит аван сĕт-çу, уйран, му-у!

Кашни çемьерех пулсан, му-у!

Савăнатăп эп чунтан, му-у!

Тусăмсем манпа пулсан, му-у!

Туслăхшăн юрлать чĕре, му-у!

Туслăх кирлĕ тĕнчере, му-у1
Амăшĕ.

Ачасем ăнланчĕç йăнăшне,

Кÿрентермĕç ĕнтĕ туссене.

Вĕсен нумай халь тус- юлташ,

Эппин умра çап-çут малаш.

Хĕвел каçарĕ вĕсене,

Каллех вăл килĕ çĕр çине.
Маша.

Атя Хĕвел пепкене чĕнер,

Туслă выляма сĕнер.
Гриша.

Хĕвел пепке!

Кил выляма,

Кил ташлама.


Пĕрле (юрлаççĕ).

Хĕвел, тух, хĕвел, тух!

Хĕвне кулă чиксе тух.

Вăй выля пирĕнпеле.


Хĕвел пепке чупса кĕрет. Çанталăк çуталса каять. Илемлĕ юрă янăрать.
Маша.

Ура!
Гриша.

Ура!
Амăшĕ.

Хĕвел пепке каçарчĕ сире,



Саламлать вăл пĕтĕм уй-хир!
Хаваслă кĕвĕ янăрать.




Ради бога, не говорите «да», пока я не кончу говорить! Даррил Занук
ещё >>