Урок тěллевě: 1 Ачасене çуллахи каникула планлама хǎнǎхтарасси. 2 Ачасен словарь йышне пуянлатасси, тавракурǎмне анлǎлатасси - davaiknam.ru o_O
Главная
Поиск по ключевым словам:
страница 1
Похожие работы
Название работы Кол-во страниц Размер
«Ырă ĕçсен çулĕпе» вăйă Петрова Алина Валериевна, учитель чувашского... 1 26.93kb.
Урок Урок теми: 3=в 29 9 16 19 9 20 23 12 4=а «акула» 1=ш 5=ĕ 1 21.01kb.
Урок рефлексии 1 69.14kb.
Дианетика и Саентология Словарь Технических Терминов Словарь состоит... 39 5443.14kb.
Наименование Разработчики Применение Электронное учебное издание... 1 150.06kb.
Литература Библиотечный урок Цель: познакомить учащихся с основными... 1 62.48kb.
Словари и энциклопедии 1 74.75kb.
На современном уровне развития техники почти в каждом доме есть множество... 1 11.25kb.
«Урок повторение. Наречие» 1 144.4kb.
Поэма п ррем ш хут хё=ан: м нле к некере пичетленсе тухнё? 1 44.06kb.
Ăвашла- вырăсла словарь чувашско-русский словарь 11 1667.39kb.
Абрамова Г. В. Универсалл= в\ренъ \ё-х\л\сене выр=с шкул\н ч=ваш... 4 1300.16kb.
Направления изучения представлений о справедливости 1 202.17kb.

Урок тěллевě: 1 Ачасене çуллахи каникула планлама хǎнǎхтарасси. 2 Ачасен словарь - страница №1/1

Манǎн çуллахи плансем
Урок тěллевě:1) Ачасене çуллахи каникула планлама хǎнǎхтарасси.

2) Ачасен словарь йышне пуянлатасси, тавракурǎмне анлǎлатасси.

3) Тǎван чěлхене, тǎван таврвлǎха хисеплеме,упрама, юратма вěрентесси.

Урока кирлě хатěрсем:ноутбук, кěнеке, ручка, ěç тетрачě.


Урок юхǎмě
1. Класа йěркелесси.

2. Дежурнăйсемпе калаçасси

Çут çанталǎк тватă пая пайланать. Çак пайсене çулталǎк вǎхǎчĕсем теççĕ.Эпĕ сире сǎвǎ йĕркисене вуласа паратǎп.Эсир вара çулталǎкǎн хǎш вǎхǎчĕ çинчен каланине пěлĕр.

Хир илемĕ каять,

Сĕм вăрман çаралать,

Пĕрмай çумăр çăвать…

Вăл хăçан пулать-ши ?( Кĕркунне)
Хирсенче юр анчах,

Ģырмара пăр анчах,

Сивĕтет аванах…

Вăл хăçан пулать-ши? (Хĕлле)


Шурă юр ирĕлет,

Ģеçенхир чĕрĕлет,

Ешĕл курăк ÿсет…

Вăл хăçан пулать-ши? (Çуркунне)


Хĕвел хытă хĕртет,

Ặшă çил вĕркелет,

Сар ыраш çитĕнет…

Вăл хăçан пулать-ши? (Çулла)


Çулталǎкǎн вǎхǎчесене аса илтĕмĕр. Пурте аван пĕлетĕр.Часах пирĕн кĕтнĕ вăхăт çитет.

-Мĕнле вăхăт-ши вăл?

-Паллах вăл-çулла.

Халĕ эсир çак доска ¸ине пăхатпăр, унта мĕнле сăмах пытаннă-ши? Паянхи урок теми: «Манăн çуллахи плансем»- ятлă. Эсир мĕнле плансене пĕлетĕр? (Шкул планĕ, класс планĕ, эвакуаци планĕ, кун планĕ)

Сирĕн çуллахи план мĕнле?Кам ăçта кайса курасшăн, ăçта канасшăн?( Кашни ачаран ыйтса тухатăп.)

- Маттур, эсир пурте хăвăрăн канмалли вăхăта планлама та ĕлкĕрнĕ. Паянхи урок тĕллевĕ те:çуллахи каникула планлама хǎнǎхасси, ачасен словарь йышне пуянлатасси, тавракурǎмне анлǎлатасси.Тǎван тавралǎха илемне курма,упрама, юратма вěрентесси. План сăмаха илтнĕ ĕнте эсир,анчах сăмахĕ ăçтан пулса кайнине пĕлместĕр пуль. «План» латин сăмахĕнчен кĕнĕ тесе ăнлантараççĕ энциклопедии словарĕнчĕ.Сăмах «яка, тÿрĕ» тенине ăнлантарнă. Геометринче усă курнă. Каярахпа план сăмахпа малтан шухăшласа хунă ĕçленĕ ĕçе палăртма пуçланă.


- Халĕ, эпир ачасем виçĕ ушкǎна пайланатпăр та çуллахи каникула ăçта ирттересси çинчен калав çыратпǎр.(Кашни ушкăнри ачасем калав çырма хатĕрленеççĕ,пĕри тăрса вуласа парать.)

Çулла эсир ăçта канмаллине план тунă. Хăвăр шывра мĕнле тытмаллине нихăшĕ те каласа хăвармарăр.Аса илер-ха шыва кĕме кайсан мĕн тумалла сирĕн?

Аслисене ăçта, кампа кайнине каласа хăвармалла.

Шывра вылямалла мар, инçете ишсе кĕмелле мар.

Хĕвел çинче нумайчен хĕртĕнмелле мар.

¸ÿп- çапа хăвармалла мар,

¸ыран хĕррине, каннă вырăна таса хăвармалла.

б

Юлташу шывран тухмарĕ пулсан, аслисене каламалла.Ашшĕ амăшне пĕлтермелле. Статистика пĕлтернĕ тăрăх шăрăх çу кунĕсенче кашни кун икĕ çын таранччен вилет, пилĕк çынна путасран хăтараççĕ.



Кĕнекепе ĕçлесси.

а) Сирĕн шухǎшсене пĕлтĕмĕр, аван. Халĕ 227 стр. уçар-ха, çĕнĕ сǎмах.Сǎмах майлашǎвĕсене вулатпăр.(Пĕрле вулатпăр)

Усăллă иртĕ- пройдет с пользой.

Хĕртĕнĕпĕр-будем загорать.

Мĕн тǎвǎпǎр-что будем делать.
Малалла текстпа ĕ¸лĕпĕр, вулăпăр, ку¸арăпăр, ыйтусем ¸ине хуравлăпăр.

Пĕрремĕш абзаца вĕрентекен вулать, ыттине ачасем вулаççĕ.

Вуласа тухнă хыççăн вĕрентекен предложенисене вырăсла калать. Ачасем текстра чавашла тупса вуласа пара¸¸ĕ.

Скороначнутся летние каникулы начинается.Каждый день буду помогать любимой бабушке.Вася и Настя летом будут жить в деревне. Из ягод будем варить варенье.Летние каникулы проводим с пользой.

б) Текстра панă ыйтусем çине хуравлатпăр.Пĕри вулать, тепри хуравлать.

г) Текстра пулас вăхăтри глаголсене тупатпăр,аса илетпĕр. Вĕсем çаксем: Мĕн таватăп? Мĕн тăвăпăр? Мĕн тăвĕç? Мĕн тăвăпăр? Вĕсем çаксем:пуçланĕ, кайăп, пурăнăп,пулăшăп, çăвăп,ĕçлĕп,шăварăп,пурăнĕç, пулăшĕç,çÿрĕпĕр, тăвăпăр,тăварлăпăр, маринадлăпăр, выльăп, кĕрĕп, çÿрĕп, иртрĕ



Маттур эсир.Халĕ вара çыру ĕçне туса ирттеретпĕр.Ěç тетрадне уçар-ха.Страница 34-мĕш, 2- мĕш ĕç.

Доска çинче пĕрер сăмах панă, вĕсене çыхăнтарса предложени тумалла.

Кăçал манăн ¸уллахи каникула усăллă иртĕ.

Эпир кашни кунах шыва кĕме çÿретпĕр.

Хамăр шыва кĕрекен вырăна таса хăварăпăр.

Нумай вăй хунă хыççăн канса илсен те юрать.



Физкультминутка туса ирттерме вăхăт çитрĕ.

Халě вара эпир сирěнпе çуллахи каникул планĕпе усă курса кластер туса хуратпăр. Кластерта текстри пулас вăхăт глаголосемпе усă куратпăр.





4. Пěтěмлетÿ.Чăнахах та, çынсем 90% хăйсен кану,ĕç кунне планлаççĕ.Ěç кунне планлани72% çынсене тĕрлĕ чиртен сыхлама пулăшать.Сирĕн те хăвăрăн ĕç кунне планламалла. Ěç кунне каçхине планласан аван-тесе шутлаççĕ тухтăрсем.Тата ¸акна сирeн асра тытмалла: юрĕ, ¸умăрĕ,çилĕ, йывăçĕ, курăкĕ пурте çут çанталăк пайĕсем.Çавăнпа та пирĕн çутçанталăк илемне курма, ăна упрама куллен кун хăнăхса пымалла.

Урока пěтěмлетсе хăварар. Мěн çěннине пěлнине каласа памалла.

5.Килти ĕç.

6.Ачасем урокра илнĕ паллǎсене каласа хǎвармалла.












Многие могли бы попасть в рай вместо ада, затратив вполовину меньше усилий. Бен Джонсон
ещё >>