Поэма (сценари) Вылякансем: Таня Партизансем (5-ěн) Амǎшě Праски карчǎк - davaiknam.ru o_O
Главная
Поиск по ключевым словам:
страница 1
Похожие работы
Название работы Кол-во страниц Размер
Вылякансем: Амăшĕ япшар чăваш хĕрарăмĕ 1 55.67kb.
Таня и новые сапожки 1 63.24kb.
Главные герои: Таня 16 лет, школьница 31 4890.46kb.
Выпуск 1977 года 1 26.56kb.
Поэма без героя» II ее комментаторы «Поэма без героя» 1 45.17kb.
Дмитрий Емец Таня Гроттер и магический контрабас 14 3118.25kb.
1. Бакалдин Виталий Борисович Город мой: поэма. Стихи. Поэма. 1 22.54kb.
Николай Угарин Т,ПС,р сёпкари ача сасси (драма) Драмёри =ынсем% 3 460.67kb.
Завтра Олегу исполняется двадцать лет. Родители хотят подарить сыну... 1 77.06kb.
Занятие № ( 2 часа) Томас Стернз Элиот и его поэма «Бесплодная земля» 1 8.4kb.
Сценари й ко Дню славянской письменности и культуры «аз – свет миру; 1 153.13kb.
Вылякансем: Ертÿçĕ. Чăрăш 1 24.13kb.
Направления изучения представлений о справедливости 1 202.17kb.

Поэма (сценари) Вылякансем: Таня Партизансем (5-ěн) Амǎшě Праски карчǎк - страница №1/1







Петěр Хусанкай. «Таня» поэма (сценари)

Вылякансем: Таня Партизансем (5-ěн)

Амǎшě Праски карчǎк

Шурик(шǎллě) Кулик мучи

Командир(партизан) Ял çыннисем

1-мěш нимěç Автор

2-мěш нимěç

3-мěш нимěç




1-мěш курǎну
Сцена: плакат çакǎнса тǎрать «Атьсемěр ! Хыçǎмǎр – Мускав-çке!» ; «Священная война» юрǎ кěвви янǎрать (майпеленсе пырать );

Автор сцена хыçǎнче вулать :

Мускав урамěнче плакат:

«Атьсемěр! Хыçǎмǎр Мускав-çке!»

Урам чулне такан шаккать.

Салтак çынсем тапса пусаççě.


Грузин утать эрмэнпеле,

Вырǎспала пырать тутарě,

Чǎваш – таджикпала пěрле…

Тǎван çěр-шыв пěр хěç туптарě.


Туптарě те хǎй халăхне

Тыттарчě çав хěçе çěрш-ывǎм.

«Ан ярччě ман чěрем патне

Хǎрушǎ тǎшмана эс , ывлǎм!»

Салтаксен ушкǎнě утать, командир командǎсем парать.

Зоя: (сцена çине тухса командир патне пырать ) Илсемěр хǎвǎр отряда,

Пуласшǎн эпě партизан.
Командир: Миçере эсě? Çамрǎк -çке.
Зоя : Пусайнǎ эп вун саккǎра.
Командир: Тен, госпитале кайǎр, а?
Зоя: Çук, çук, каясшǎн эп фронта,

Пуласшǎн эпě партизан,


Командир: Хǎрамǎр-и?

Çěрле… вǎрман… эсир пěччен…


Зоя: Çук ! --- Ǎнланатǎп..
Командир: Тǎшман тытсан сасартǎках?

Зоя: Пěлетěп: хěнěç, мǎшкǎллěç,

Ыратě, анчах эп тÿсěп йǎлт.

Хупланмě ěç.

Ěненěр: хам юлташсене

Тыттармǎп эпě нихǎçан…

Командир: (ал парса ) Апла юрать… Илсе пǎхар,

Çуралтǎр çěнě партизан.


Зоя :( чеç парать ) Çěр-шыва хÿтěлеме эп яланах хатěр!

Тавтапуç сире, командир.

(Чаршав)

2-мěш курăну

Зойǎсен килě. Амǎшě ал ěç тǎвать. Шурик сěтел хушшинче кěнеке вулать. Зоя кěнеке çÿлěкě умěнче кěнекесем уçса пăхать.


Зоя: Пěлетни, Шурик, эс: мěскершěн

Пурнаççě çěр çинче çынсем?

Хăех калать: Сапла хушать çынна ыр чун:

Эс тăрăш хăвăн халăхушăн,

Ун ăраскалěшěн эс çун!
Зоя амăшě патне пырса: Анне, эп вăрçа каятăп,

Маншăн ан шиклен.


Амăшě: Эсě-и?!
Зоя Ан йěрсем, ан макăр,

Ан кулян, анне,

Астăватăн-тăр, манман-тăр

Ху каланине.


« Пул хăюллă, тÿрě чунлă!»--

Теттěн эс мана.

Вăхăт çитрě: вут та çулăм

Хыпрě таврана.


Вăхăт çитрě: тěрěслетěр

Самана пире.

Камăн-ха юлас килет-тěр

Хыçалти ретре?

Зоя фуфайкине илсе тăхăнать.

Халь Мускавшăн хěрěнеççě

Тăшмансем, пěлеп.

Эп—Мускав хěрě, аннеçěм,

Комсомолка эп!
Е эп паттăр пулса килěп

Каялла киле.

Е эп паттăр пулса вилěп…

Сывă пул!Пилле.

Зоя амăшě умне чěр куçленсе ларать. Амăшě пил парать (куççуль витěр, хěрě аллинчен тытса)
Амăшě: Хěрěм, чиперккеçěм манăн,

Каçарсам ěнтě мана.

Тен, чипер пăхма пěлмерěм,

Кăмăлсăр ан кай тухса…


Пул тěрěс-тěкел те сывă,

Умăнта пултăр телей.

Инкекре – тăван çěр-шывăм,

Ун чысне эс хÿтěле.


Эп сана пиллетěп, хěрěм,

Ǎшă кăкăр сěчěпе.

Пур тăшмансене çěнтер эс,

Сывă тавăрăн, чипер…


Зоя: Хам чěре çумěнче тытăп

Санăн пур сăмахусе…

Амăшě: (хěрě валли кутамкка хатěрлет , саппунěпе куçне шăла-шăла илет)
Зоя: «Тăван çěр-шыв! Мěскер эп сансăр?

Сана чунтан-вартан савмасăр

Юратăва эп тивěç мар.
Чи аслă юрату вăл – эсě.

Чи аслă çилě вăл – тăшман.

Ǎна тěпрен çăлса илмесěр

Телей те, канлěх те çук ман.»

Зоя тухса каять, амăшě, шăллě йěрсе юлаççě (ал сулса ăсатаççĕ).
Амăшĕ: Чипер çаврăнса çитмелле пултăрччĕ, хĕрĕм!
Чаршав
3-мěш курăну

Вăрман. Çил кашлать. Çěр пÿрт. Партизансем кăвайт умне вырнаçнă. «Çěр пÿртре» юрǎ юрлаççě. («Землянка» юррăн кĕввипе)


Пěчěк çеç кăмака. Вут çунать.

Пуленкке сăмали куççуль пек.

Çěр пуртре маншăн купăс юрлать

Сан куçу та куллу çинчен тек.


Сан çинчен пăшăлтатрěç тěмсем

Шурă тумлă Мускав уйěнче.

Манăн чěрě сасса эс илтсем,

Тунсăхлать саншăн халь вăл пěччен.


Пирěн хушăмăрта юр кăна.

Эс манран аякра-аякра.

Çăмăл мар-çке çитме сан патна,

Выçă вилěм тăват утăмра.


Купăс, çил-тăманран хыт юрла,

Чěн çěтсе çÿрекен шăпана.

Юратăвăм çунать ман вутла.

Çěр пÿртре те халь ăшă мана.


(юрă хулленленсе пырать. Автор вулать.)

Автор: «Нихăçан та, никама та

Парăнмастăп !»-- тет вăрман.

Эс шанатăн, эс чăматăн

Ун ăшне çěр шыв хушсан…
Ик эрне ак пурăнаççě

Самрăксем сěм вăрманта.

Кăнтăрла вут хуркалаççě,

Кăшт пулаççě кăтăш та.


…Кăтăрать ноябрь çилě,

Йěпе юр лаплаттарать…

Хыр çумне хăлхаллă çěлěк

Пусса лартнă хěр ларать.


Пěр партизан: Апат пурччě пилěк кунлăх--

Тăсрăмăр эрне ăна.

Паян ир вара валеçрěм

Юлашки сухарине. ( Сухари валеçсе тухать )


Иккěмěш партизан: Таврăнмашкăн вăхăт

Каялла хамăр енне.


Зоя: Юрě, кайăрах, мěн пулě…

Эп юлап-ха пурě пěр…

Эп çителěклě туман-ха,

Эп çитесшěн леш ялах…

Хам вилсессěн те унта халь

Вуннăшне ман хумаллах!..


Зоя кобурне тÿрлетсе ура çине тăрать. Ыттисем майпен каяççě,Зоя тепěр енне утса каять
Автор: Шатăртатать хаяр декабрь

Автоматпа унта-кунта…

Тěнче çапах та хÿхěм,капăр,

Пурнас килет такамăн та.


Пурнас килет те—пурнăç туснă,

Ху çăкруна та йăлăнан.

Хура эсрел пек килсе пуснă

Пăшалсăр ялсене тăшман.

Нимěçсем тухаççě.(Автоматсемпе. Пěр карчăка чыша-чыша илсе пыраççě.)
1-мěш нимěç: Капут,капут Мускав!..
( Нимěçсем кулаççě.)
2-мěш нимěç: Анчах та пур –çке партизан

Ǎçтан кăна тухать вăл ?! Уншăн

Тем парăттăм тытас пулсан.
Унта автомобиль шартлатнă,

Кунта вут тěртнě витене,

Лере телефона ав татнă…

Ǎçтан пěлес кам иккенне?


3-мěш нимěç: Сых ячěшěн перес пěр-икě

Çынна, ялтан илсе тухса.


Автоматпа йĕри-тавраналла шатǎртаттарса кĕрсе каяççĕ

Сцена çинче çутǎ сÿнет. Вǎл вǎхǎтра сцена улшǎнать: хÿме курǎнать.

Каç пулса килет. Уйăх тухать (фонарь çутатать).
Зоя тухать, питě сыхлануллăн пырать, енчен-енне пăхать.

Автор : Кěске куна сěмлерě ěнтрěк.

Çěр ÿплерен пěр çын тухать.

Вăрман хăлхаллă: çын итлерě,

Уй куçлă: пăхрě çын. Утать.

Ак утрě çын. Çывхарчě, çитрě

Сăнанă хуралти патне.

Хÿме çумнех вăл пычě, чикрě

Часрах хěвне ак наганне.
Бензин кěленчине кăларчě,

Юхтарчě,сапрě хăвăртрах,

Унтан вăл пěшкěнчě…часрахчě!

Пěр шăрпăк çеç кирлě… часрах!

( Нимĕç сиксе тухать, Зойăна ярса тытать.)
1-мĕш нимěç: Ха, лекрěн-и ? Апла, çаклантăн!
Кěрешÿ пуçланать, Зоя вěçерěнсе нимěçе тěртсе те ярать, наганне кăларать , анчах нимěç ăна çапса ÿкерет. Нимěç тревога парать.Ытти нимěçсем тухаççě.

Зойăна илсе каяççě.

2-мĕш нимĕç: Апла лекрĕ. Питĕ лайăх!

Часах пĕлĕпĕр камне.


Чаршав

4-мěш курăну

Нимěçсен штабě.

2-мěш нимěç сěтел хушшинче ларать.Зойăна илсе кěреççě. (Ытти нимěçсем те кунта.)

Эппин, çакă! Эппин, лекрě!

Пит телейсěр маскарад .
(Нимěçсем кулаççě.Илсе килнě нимěçě(3-мĕш нимĕç) сěтел çине хěр ровельверне, хутаçне, кěленчине хурать.) Акă унăн револьверĕ,

Ак бензинĕ, хутаççи…


2-мěш нимěç: Ну, мěскер каласа парăн,

Жанна д Арк?

Эс-и çав тěртсе çунтартăн

Пирěн витене ěнер?


Зоя: Эпě!
2-мěш нимěç: Пултаратăн!

А миçемěш çын вăл эсĕ

Партизан отрядěнче?

Ыттисем ăçта ěçлеççě?

Тěп йăви ăçта вěсен?
Зоя; Каламастăп!
2-мěш нимěç: Ка-ла-тта-рă-пăр!

Салтăнтарăр та ăна халь

Тăсса хурăр сак çине…
Çутǎ сÿнет.
Резина патак начлатни илтěнет. Зоя: «Каламастăп» тени малтан хытăрах, кайран майпенрех илтěнет.

Çутǎ çуталать.

Нимĕçсен штабех. Кунтах Кулик мучи айккинчи сак çинче шухǎша кайса ларать. Кĕтесре вǎрǎм сак çинче – шыв катки, курки те унтах.
.Зойăна çарра уран уттарса тултан илсе кěреççě. Вăл кěпепе кăна.Кěрсенех йăванать Зоя.
3-мěш нимěç: Шартлама хěртет тулта.

Тăм илетчě пуль алла.


4-мěш нимěç : Партизан-им? Пит аван!

Çунтаран пире, касан.

Астивсе пăх-ха эппин. (Янаххи патне шăрпăк çутать.)

Пěçерет-им?Чăнах-и?

Пирěншěн епле?

(пăчкăпа çурăмěнчен сăтăрса илет, Зоя тěшрěлсе анать.)

Зоя : Шыв! Шыв! Парсамăрччě.
Кулик каткаран шыв ăсса килсе Зойăна пама пырать.

Час, хěрěм, час!

4 -мěш нимěç: Ан ěçтернě пул! Пăрах!

Е патак кирл-и?


Ме! Ěçсе пăх кăраççын,

Кÿп шыв вырăнне! (Хěр тути умне лампа тытать.)


Тăр! Тата кăшт уçăлар! (Тăхăнать.)

Кайрăмǎр, васка! (Чышса каллех урама илсе тухать.) (Çил шăхăрнă сасă.)

Çутǎ сÿнсе илет.

Сцена тепěр енчен 2 нимĕç Зойăна илсе кěреççě. Нимĕçсен штабĕ. Праски кинемей те кунта . Вǎл Зоя çине хĕрхенсе пǎхать.Тепěр енчен 1-мěш нимěç кěрет. Аллинче саламат.


1-мěш нимěç: (салтăнса) Кам эсир? Чăн ятăр мěнле?
Ǎçта, миçе çын санпала?
Тěп штабăр ăçта?
Зоя (пуçне çěклесе). Штабсем пирěн пур таврара.

Нумаййăн эпир.Мěльюншарăн.

Пире хисеплеççě ку чух.

Эпир чěртсе янă пушарăн

Кăварě халех сÿнес çук!
1-мěш нимěç урса кайса ăна саламатпа çапма тытăнать.Çиленсе саламатне ывăтса ярса тухса каять.

Мěнрен тунă-ши чěрине?

Праски кинемей Зойăн пуçě айне пиншак хурса парать.

Леш каçхине эс пултăн-им?


Зоя: Эпě.

Çунчěç – им?Мěн чухлěн пулнă?

Праски: Кам пěлет ăна…

Çын çунман тет…
Зоя: Шел! Мěн çуннă?
Праски: Лашисем кăна…
Йышлă пěтнě пек пуплеççě.

Çав каçах тата

Хěç-пăшал та çуннă теççě

Пěр çěрте пайтах.


Зоя: Çав кирлě! Пěттěр ытларах

Хăйсенеччě те пуç хěрлě

Çав вут-кăвара…

Урăм-сурăм вут ярасчě,

Çулăм-тěтěмпе

Тěтěрсе кăларттарасчě

Арлан-сăвăр пек…
Праски : ( тухать) Вăхăт çитĕ . Вĕсене те

Ситĕ-ха нуша.


Зоя (пĕччен): Мěнле мелсěр эп çаклантăм?!

Мěнле эп сахал

Тума ěлкěртěм вăрçса та,

Пурăнса та халь!..


Пурăнса…пуçланнă-ши вăл

Пурăнăçăм ман?

Каçарах мана, çěр-шывăм,

Эп сана манман…


Хăтăлса пулмасть.Пěлетěп.

Пěлнě малтанах.

Вăй парсам, çěр-шыв, пурне те

Чăтма çеç мана.


Вăй парсам тасан тÿсмешкěн

Сан ятупалан.

Ěненетěп. Эс çěнтерěн.

Асна ил… ан ман…

Чаршав
5 - мĕш курăну

Автор : Тулта шатăртатать декабрь

Килтен киле çÿрет тăлмач

3-мěш нимěç чаршав умĕнчен çынсене чĕнсе йышǎрать:

«Паян партизана çакатпăр,

Йăлт тухăр, юрамасть юлма.»

2 хут калать
Чаршав уçǎлать. Урам.

Çав вăхăтра кашта илсе тухса лартаççě, мăлатукпа çапса юсаса лартса хураççě.(4-ăн.)

Майпен çынсем пуçтарăнаççě. Таньăна илсе тухаççě. Вăл шăлаварпа, кофтăпа.

Пěр карчăк: Ах турă! Хěр ача-çке, кур! (кÿршине)


Пěр нимěç Таня мăйне «партизан» тесе çырнă хăма, бензин кěленчи çакать:

Çунтартăн пире, партизан.

Çакатпăр сана ак паян.

Бензинпала шăрпăкна

Илсе кай пĕрле хупа.
Автор: Ах, Таня, Таня! Епле хÿхěм

Пур çут тěнче те çак самант!

Сěршывăм, пар ăна эс тÿсěм,

Чунне ачашлăх, ан амант.

Хěре кашта умне илсе пыраççě. Пěр нимěç фото ÿкерет.

3-мěш нимěç: Часрах! (сǎн ÿкерекене)


Таня: Эй, юлташсем, мěскер хавассăр

Пăхатăр пит! Хăюллăрах!

Кěрешěр, çапăçăр, çунтарăр

Фашистсене йěри-тавра!.


3-мěш нимěç Зойǎна хăмсарать. Хěр ăна чышса ярать.
Таня: …Вилмешкěн эпě хăрамастăп,

Хам халăхшăн вилни - телей…


3-мěш нимěç: Часрах! (сăн ÿкерекене васкатать)
Таня:(нимěçсене) Эсир мана халех çакатăр,

Анчах та эп пěчченçě мар.

Пурне те пурěпěр çакаймăр ,

Час килě пирěн аслă çар!

Çěр-шыв йăлтах тапраннă, чухлăр!

Эй,салтаксем! Укěнмелле ан пултăрччě:

Кая ан юлăр, каçсамăр пирěн еннелле.

Ан вăрçăр, парăнăр, пăрахăр,

Пăшалăра часрах, халех!

Пирте вăл тěрěслěх, ăнланăр,

Эпир,эпир çěнтермелле!
Çынсем ěсěклесе йěни илтěнет
Чаршав хупăнса пырать.
Сцена хыçăнчен Таня сасси:

Сыв пулăр, юлташсем. Кěрешěр!

Ан манăр: парти пирěнпе!

Ěненěр…
Ещěк кěмсěртетнě сасă.

Пěри: Ах!

Тепри: А-а-а-аа!

Автор: Ěнтě кун иртет

Ěнтě çěр иртет….


(16-мěш сыпăка пěрерěн тухса пайăн-пайăн вулаççě).




Что мне больше всего не нравится у молодых, так это то, что я уже к ним не принадлежу. Бадди Эбсен
ещё >>