Литература композицийĕ «Вăйăра». «Хурăн çулçи» - davaiknam.ru o_O
Главная
Поиск по ключевым словам:
страница 1
Похожие работы
Название работы Кол-во страниц Размер
Литература для среднего возраста Русская классическая литература... 1 117.26kb.
Литература и литература страны изучаемого языка 1 61.98kb.
«Библейские мотивы в творчестве Б. Пастернака» 1 211.47kb.
Литература для учащихся старшего школьного возраста Русская литература... 1 67.14kb.
«Яковлев мăнукĕсем» вăйă Вырăс шкулĕнчи 7-9 классем валли эпир «Яковлев... 1 71.6kb.
Класс: 12 Зачёт №2 «Русская литература 1917-1941» 1 184.54kb.
Литература или литература, демонстрирующая «исчерпанность старого» 5 690.25kb.
Лирика Древнего Рима (Катулл, Гораций, Квинтилиан и др.) литература... 1 42.51kb.
Литература как искусство слова (2 ч) 1 95.26kb.
Литература ( дополнительный материал для беседы в 8 классе) 1 34.19kb.
Зарубежная литература и литература страны изучаемого языка учебно-методический... 4 436.88kb.
Решением комиссии при Губернаторе Архангельской области по организации... 3 338.27kb.
Направления изучения представлений о справедливости 1 202.17kb.

Литература композицийĕ «Вăйăра». «Хурăн çулçи» - страница №1/1



Музыкăпа литература композицийĕ «Вăйăра».
1.«Хурăн çулçи» юрă юрласа тухаççĕ.

1.Хурăн çулçи /3 х

Çурăлсан,

Килет вăрман /3 х

Илемĕ
2.Хĕрсем вăййа /3 х

Тухсассăн,

Килет урам /3 х

Илемĕ.


(Çурма çавра тăраççĕ)
2 - .Атьăр, вăййа тухар-и те,

Çĕнĕ сăвă калар-и?

Пирĕн çине тантăшсем те

Ăшшăн пăхса кулччăр-и?


- Атьăр, вăййа тухар-и те,

Çÿл тÿпене пăхар-и?

Çитмĕл çичĕ çăлтăр пек те

Савăнайса выляр-и?


3.Юрă «Тÿнкки-тÿнкки»
1.Тÿнкки-тÿнкки параппанĕ /2 х

Çăпмасăрах тÿнклетет.

Эпир вăййа тухсассăн та/2 х

Чĕнмесĕрех çын килет

2.Атьăр вăйă пуçлар –и те /2 х

Вăй кĕввине калар-и

Вăййă кĕвви пĕр сумлăх та /2 х

Пирĕн вăйă çĕр сумлăх


3.Тавай ташă пуçлар-и те /2 х

Таш кĕввине калар-и

Ташă кĕвви çĕр сумлăх та /2 х

Пирĕн вăйă пĕр сумлăх.


4.- Атьăр, вăйă вылятпăр!

- Вылятпăр!

- Мĕнле вăйă выляр-ши, ачасем?

- Ят пĕлмелле!

- Ят пĕлме кама кăларатпăр?!

- Унтрие!

- Унтри, тух-ха, сана ачасем кĕтеççĕ!
(Унтри урай варрине тухса ларать. Ачасем ун тавра карталанса юрлаççĕ)
Ларать, ларать, Унтри ларать

Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче /2 х

Çиет, çиет, Унтри çиет

Шĕшкĕн сарă мăйăрне /2 х

Вăхăт çитсен тăрас пулать

Ятне тĕрĕс калас пулать. /2 х


(Ачасем чарăнса тăраççĕ. Ушкăнран пĕри Унтрин куçĕсене аллисемпе хуплать. Унтрин ун ятне пĕлмелле)
- Ку кам-ши?

- Ку Санюк!

- Анюк пĕлеймерĕ! Мĕн тутаратпăр ăна?!

- Сăвă калаттаратпăр!


Ваççа кайнă вăрмана

Хура çырла пуçтарма.

Упа тухнă мĕкĕрсе,

Ваççа ÿкнĕ хăраса


- Халĕ ят пĕлме кама кăларатпăр?!

- Лисука!

- Лисук, тух-ха, сана ачасем кĕтеççĕ!
(Лисук тухса ларать. Ачасем ун тавра карталанса юрă юрласа çаврăнаççĕ. Пĕр ачи ун куçне хуплать)

- Ку кам-ши?!

- Ку Верук!

- Пĕлчĕ! Мĕн тутаратпăр ăна?!

- Тупмалли юмах калаттаратпăр!

- Пĕчĕкскер, хитрескер, çĕр мăкăртса тухнăскер, пурçăн тутăр çыхнăскер. Мĕн вăл?

- Кăмпа!

5.- Ачасем, татах выляр-и?!

- Выляр!


- Халĕ мĕнле выляр?

- Иванпа Анюкла!

- Вылятпăр-и?

- Вылятпăр!

- Эпĕ Анюк пулатăп!

- Эпĕ Иван пулатăп!

(Анюк хăй куçне тутăрпа çыхать. Анюкăн Ивана сасă тăрăх шыраса тытмалла).

- Иван, эсĕ ăçта?

- Кунта! Кунта!

- Иван, эсĕ ăçта?

- Кунта! Кунта!

- Тытаймарĕ! Тытаймарĕ!

- Мĕн тутаратпăр?!

- Юрă юрлаттаратпăр!

- Хĕрсем, мана юрлама пулăшăр-ха, тархасшăн?!
6. Юрă «Илемлĕ, илемлĕ»
1.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш тĕрри.

Илемлĕ чăваш тĕрри те

Тĕрлеме пĕлсен кăна. /2 х


2. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш кĕпи.

Илемлĕ чăваш кĕпи те

Çĕлеме пĕлсен кăна. /2 х


3. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш кĕпи.

Илемлĕ чăваш кĕпи те

Тăхăнма пĕлсен кăна. /2 х


4. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш юрри.

Илемлĕ чăваш юрри те

Юрлама пĕлсен кăна. /2 х


5. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш ташши.

Илемлĕ чăваш ташши те

Ташлама пĕлсен кăна. /2 х


6. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ,

Чăваш çынни.

Илемлĕ чăваш çынни те,

Пурăнма пĕлсен кăна. /2 х


Йăмра çине тăм ÿкет,

Хĕвел пăхать-ирĕлет.

Выльăр, кулăр, тантăшсем,

Çамрăк ĕмĕр час иртет.

7. Юрă «Çĕмĕрт çеçки çурăлать».
1.Çĕмĕрт çеçки çурăлать те,

Çĕмĕрт çеçки çурăлать,

Вăрман витĕр курăнать /2 х
2.Шурă кĕпе тăхăнсан та,

Шурă кĕпе тăхăнсан,

Вăйă витĕр курăнать /2 х
3.Çутă пушмак, шур чăлха та,

Çутă пушмак, шур чăлха.

Кирĕк тивмест тетĕр-им? /2 х
4.Вылямастăр, кулмастăр та,

Вылямастăр, кулмастăр.

Вăйă иртмест тетĕр-им? /2 х
5.Чăрăш кĕлет, сар кĕлет те,

Чăрăш кĕлет, сар кĕлет.

Тăрри чăнкă килĕшет /2 х
6.Эпир вăййа тухсассăн та,

Эпир вăййа тухсассăн,

Юрлани те килĕшет /2 х
Кас суханне касмăттăм,

Çиес килни пĕтерет.

Каçхи вăййа тухмăттăм,

Тухас килни пĕтерет.


8. – Атьăр, çĕрĕ валеçмелле вылятпăр!

- Вылятпăр!

- Эпĕ çĕрĕ валеçетĕп.

Пĕлекенни кам пулать?

- Эп – пĕлекенни пулатăп!

- Чик-чик-чикĕлти,

Эс чипер те, эп чипер.

Санран чипер тата пур.

Сик, тух, чиперри!

- Çĕрĕ камра?

- Çĕрĕ Санюкра!

- Пĕлеймерĕ! Мĕн тутаратпăр?!

- Такмак каласа ташлатăр!

Такмаксем.

1.Шап-шурă купăста

Эпир çиме пит ăста.

Юрламасан, ташламасан

Пире кунта намăс та.

2.Лач-лач-лачака

Лачакара вĕт шапа.

Пирĕн ялăн ачисем

Чисти усал качака.


3.Хура вăрман çырлине

Чĕреспеле пухмалла.

Сирĕн пире тиркеме

Шухăшласа пăхмалла.


4.Çырмара, лапара

Лапра пулать-и вара?

Эпир кунта ташланăшăн

Намăс пулать-и вара?


5.Велосипед, велосипед

Такăр çула юратать.

Велосипед çинчи ачи

Сарă хĕре юратать.


6.Чÿречене уçăр –ха

Уçă сывлăш кĕтĕр-ха.

Аллăрсене çупăр-ха

Хаваслăрах пултăр-ха!


-Халĕ çĕрĕ эпĕ валеçетĕп!

Пĕлекенни кам пулать?

- Эпĕ пĕлекенни пулатăп!

- Чик-чик-чикĕлти,

Эс чипер те, эп чипер.

Санран чипер тата пур.

Сик, тух, чиперри

- Çĕрĕ камра?

- Çĕрĕ Верукра!

- Пĕлчĕ! Мĕн тутаратпăр?

- Сăвă калаттаратпăр!
Сурăх çÿрет кĕтÿре

Самăрланса кунсерен.

Сумлă алса-чăлхасем

Сурăх парать çулсерен!


Эх, лайăх-çке вăйăра

Юрă юрлама.

Тĕрлĕ чечексем çине

Пăхса савăнма!



9. Юрă «Сар ача»
1.- Сар ача, Сар ача,

Тух-ха урама!

- Мĕн тума? Мĕн тума? /2 х

- Сăвă калама!

2.- Сар ача, Сар ача,

Тух-ха урама!

- Мĕн тума? Мĕн тума? /2 х

-Юрă юрлама!


3.-Сар ача, сар ача,

Тух-ха урама!

- Мĕн тума? Мĕн тума? /2 х

- Ташă ташлама!


4.- Сар ача, Сар ача,

Тух-ха урама!

- Мĕн тума? Мĕн тума? /2 х

- Вăйă выляма!


5. - Сар ача, Сар ача,

Тух-ха урама!

- Мĕн тума? Мĕн тума? /2 х

- Хыттăн чуптума!


10.- Тантăшсем, атьăр икĕ ушкăна уйрăлар!

- Уйрăлар!

- Мĕнле вăйă выляр-ши, ачасем?!

- «Çерем ватса вир акрăм» вăйă вылятпăр!


Вăйă «Çерем ватса вир акрăм»
- Çерем ватса, çерем ватса вир акрăм. /2 х

-Эпир ăна таптатпăр /2 х

-Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе таптатăр? /2 х

-Кĕтÿ кĕртсе таптатпăр. /2 х

- Эпир ăна, эпир ăна тытатпăр /2 х

- Эсир мĕнпе тытатăр? /2 х

- Чĕн йĕвенпе, чĕн йĕвенпе тытатпăр /2 х

- Эпир ăна илетпĕр! /2 х

- Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе илетĕр? /2 х

- Пин сум парса илетпĕр /2 х

- Пире пин сум , пире пин сум кирлĕ мар. /2 х

- Сире тата мĕн кирлĕ? /2 х

- Пире тата, пире тата хĕр кирлĕ/2 х

- Пирĕн çунат катăлчĕ /2 х

- Пирĕн çунат, пирĕн çунат хушăнчĕ/ 2х
- Верука ташлаттаратпăр-и?

- Ташлаттаратпăр!

- Эпĕ пĕччен ташламастăп.

Эпĕ хĕрсемпе ташлатăп!




Чăваш ташши «Линкка-линкка»
1.Линкка-линкка авкаланма

Юман хăма кирлĕ / 2 х

Халь те юман, халь те юман

Тата юман кирлĕ /2 х


2.Йăкăш-йăкăш шуçкалама

Яка хăма кирлĕ. /2 х

Халь те яка, халь те яка

Тата яка кирлĕ. /2 х


3.Ик аллă ма сулкалама

Кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ. /2 х

Халь те кĕмĕл, халь те кĕмĕл

Тата кĕмĕл кирлĕ. /2 х


4.Чуп-чуп чуптума

Чипер ача кирлĕ. /2 х

Халь те чипер, халь те чипер

Тата чипер кирлĕ. /2 х


5.Линкка-линкка авкаланма

Юман хăма кирлĕ / 2 х

Халь те юман, халь те юман

Тата юман кирлĕ /2 х


Тул çутăлса килет.

Автансем те авăта пуçларĕç.


Çитет пулĕ выляса,

Çитет пулĕ юрласа.

Хĕвел тухрĕ хĕрелсе

Çĕнĕ куна ырласа.


(«Хурăн çулçи» юрă юрласа тухса каяççĕ»)
3.Хурăн çулçи /3 х

Тăкăнсан,

Каять вăрман /3 х

Илемĕ.
4.Хĕрсем вăйран /3 х

Кĕрсессĕн

Каять урам /3 х



Илемĕ.






Если бы змей искушал Еву языком нынешних журналистов, мы и теперь бы жили в раю. Х. А. Шерринг
ещё >>