I. «Алексей Николаевич Крылов» текста вуласа ăнланнине тĕрĕслемелли тест ыйтăвĕсем - davaiknam.ru o_O
Главная
Поиск по ключевым словам:
страница 1
Похожие работы
Название работы Кол-во страниц Размер
Толстой Алексей Николаевич (1883-1945) Биография 1 25.66kb.
Абалымов Алексей Петрович Абалымов Петр Николаевич. Белов Алексей... 1 27.52kb.
Леонтьев алексей николаевич 5 756.42kb.
Алексей Николаевич Плещеев 1 21.75kb.
Алексей Николаевич Плещеев (1825-1893) 1 247.71kb.
Борис Иванович Орловский (1797 – 1837), живописец Алексей Данилович... 1 83.35kb.
Алексей Николаевич Апухтин год в монастыре 24 декабря 1 157.54kb.
Никулинское сельское поселение Андреев Алексей Николаевич 1 63.66kb.
Литература 10 Толстой Алексей Николаевич (1883-1945) 1 47.86kb.
Российское национальное жюри 1 11.97kb.
Великий русский баснописец И. А. Крылов 1 75.58kb.
Общая характеристика современной мировой экономики. Состояние экономики... 1 21.34kb.
Направления изучения представлений о справедливости 1 202.17kb.

I. «Алексей Николаевич Крылов» текста вуласа ăнланнине тĕрĕслемелли тест ыйтăвĕсем - страница №1/1



ТЕСТСЕМ

I. «Алексей Николаевич Крылов» текста вуласа ăнланнине тĕрĕслемелли тест ыйтăвĕсем:

1. Кам вăл Алексей Николаевич Крылов?

А) вырăс çыравçи, юптаруçă

Ă) карап тăвас ĕçре тĕнчипе чапа тухнă çын

Б) чĕлхеçĕ

В) артист

2. Вăл хăш районта çуралса ÿснĕ?

А) Патăрьел районĕнче

Ă) Шупашкар районĕнче

Б) Пăрачкав районĕнче

В) Куславкка районĕнче

3. Крылов хăйĕн ятне мĕнле наукăсенче хăварма пултарнă?

А) медицинăра

Ă) физикăра, механикăра, астрономире

Б) чĕлхе наукинче

В) астрономире, ял хуçалăх ĕçĕнче

4. Вăл Менделеевпа пĕрле мĕнле институт уçнă?

А) Раççейри пĕрремĕш педагогика институтне

Ă) Раççейри пĕрремĕш политехника институтне

Б) Шупашкарти ял хуçалăх академине

В) Мускаври патшалăх университетне

5. Карап тăвас енĕпе вăл миçе пысăк кĕнеке çырнă?

А) 18

Ă) 20


Б) 40

В) 5


II.1. Район ячĕсене тÿр килтерĕр:



1. Шупашкар районĕ

2. Çĕмĕрле районĕ

3. Пăрачкав районĕ

4. Элĕк районĕ

5. Хĕрлĕ Чутай районĕ

6. Вăрмар районĕ

а) Порецкий район

ă) Шумерлинский район

б) Чебоксарский район

в) Урмарский район

г) Аликовский район

д) Красночетайский район


2. Хашĕ тĕрĕс- ши?

а) Алексей Николаевич Крылов — академик, карап тăвас ĕçре тĕнчипе чапа тухнă çын.

ă) Алексей Николаевич Крылов — академик, юптарусем çырнă çыравçă.

б) Алексей Николаевич Крылов —академик, журналист.

в) Алексей Николаевич Крылов —академик, математик.

3. Çак сăмахсенчен предложенисем йĕркелĕр:

а) Крылов, революцичченех, ĕçĕсене, хунă, пысăка.

б) Тĕп, унăн, ĕçĕ, тăвассипе, карапсем, çыхăннă.

в) Çуралнă, пирĕн, районĕнче, республикăри, Пăрачкав, вăл.


4. Текстпа усă курса сиксе юлнă сăмаха лартăр.

4.1 Вăл çуралнă ял халĕ … ятлă.

4.2 Хамăр çĕр-шывра … карапĕсене Крылов теорийĕ çине таянса тунă.

4.3 Вăл … хутчен Георги хĕресне илнĕ.

5. Текстри тĕрĕс информацие шыраса тупăр.

А.Н.Крылов кĕнекисенче а) алă-утмăл страница шутланать.

ă) пилĕк-ултă страница шутланать.

б) пилĕк çĕр-улт çĕр страница шутланать.

в) пилĕк пин-ултă пин страница шутланать.
III. Граммматикăна тĕрĕслемелли тестсем

III.I. Глаголăн кирлĕ формине лартăр.

1. Вăл Пăрачкав районĕнче ….

а) çуралать

ă) çуралчĕ

б) çуралнă

в) çуралĕ

2. Кашни кĕнекинче 500-600 страница ….

а) шутланать

ă) шутланчĕ

б) шутланнă

в) шутланĕ

3. Эпир унăн ячĕпе мухтанма …

а) пултарать

ă) пултаратпăр

б) пултаратăп

в) пултарчĕ

4. Карап тăвас енĕпе вăл 18 пысăк кĕнеке …

а) çыратăп

ă) çырнă


б) çыратăн

в) çыртăмăр

5. Çĕр-шыв çак уява анлăн …

а) палăртатăп

ă) палăртатпăр

б) палăртрĕ

в) палăртатпăр

III.II Япала ячĕн кирлĕ формине лартăр.

1. Ун ячĕпе çав … халĕ Крылово теççĕ.

а) яла


ă) ялта

б) ялтан


в) ял

2. Крылов … революцичченех пысăка хунă.

а) ĕçесен

ă) ĕçĕсене

б) ĕçĕсемпе

в) ĕç


3. Хамăр … çар карапĕсене Крылов теорийĕ çине таянса тунă.

а) çĕр-шывра

ă) çĕр-шыва

б) çĕр-шывăн

в) çĕр-шыв

4. 1996 … Раççей флотне тунăранпа 300 çул çитрĕ.

а) çула

ă) çул


б) çулта

в) çултан

5. Çĕр-шыв çак … анлăн палăртрĕ.

а) уявра


ă) уява

б) уяв


в) уявран

III.III. Кирлĕ ыйту лартăр.

1. Вăл … хутчен Георги хĕресне илнĕ?

а) миçе?


ă) мĕнле?

б) мĕн?


в) кам?

2. … ячĕпе çав яла Крылово теççĕ?

а) мĕн?

ă) кам?


б) миçе?

в) мĕнле?

3. Карап тăвас енĕпе вăл 18 … кĕнеке çырнă?

а) мĕнле?

ă) кампа?

б) миçе?


в) мĕн?
4. Вăл … пĕрле Российăри пĕрремĕш политехника институтне уçнă?

а) мĕнле?

ă) кампа?

б) миçе?


в) кам?

5. Çĕр-шыв çак уява анлăн …?

а) мĕн тăватăп?

ă) мĕн турĕ?

б) мĕн турăм?

в) мĕн тăватăн?

III.IV. Местоименин кирлĕ формине лартăр.

1. … пирĕн республикăри Пăрачкав районĕнче çуралса ÿснĕ?

а) эпĕ

ă) вăл


б) эсĕ

в) эпир


2. … ячĕпе çав яла Крылово теççĕ.

а) ман


ă) сан

б) ун


в) пирĕн

3. … çĕр-шывра çар карапĕсене Крылов теорийĕ çине таянса тунă.

а) хамăр

ă) хăвăр


б) хăйсен

в) хăвăн

4. … унăн ячĕпе тивĕçлипе мухтанма пултаратпăр.

а) эпир


ă) эсир

б) вĕсем


в) эпĕ

5. Совет тапхăрĕнче … виçĕ хутчен Ленин орденĕ, Ĕç Геройĕн ятне панă.

а) мана

ă) сана


б) ăна

в) вĕсене


III.V. Хисеп ячĕн кирлĕ формине лартăр.

    1. Карап тăвас енĕпе вăл … пысăк кĕнеке çырнă.

а) вун сакăр

ă) вун саккăр

б) вунсакăр

в) вунсаккăр

2. Кашни кĕнекинче … страница шутланать.

а) пилĕк çĕр-улт çĕр

ă) пиллĕк çĕр- улттă çĕр

б) пилĕкçĕр-ултçĕр

в) пиллĕкçĕр-улттăçĕр

3. Крылов хăй ĕçĕсемшĕн … хутчен Георги хĕресне илнĕ.

а) виççĕ

ă) виçĕ


б) иккĕ

в) икĕ


4. 1996 çулта Раççей флотне тунăранпа … çул çитрĕ.

а) виççĕ çĕр

ă) виççĕр

б) виç çĕр

в) виççĕçĕр

III.VI.


1. Хăш йĕркери пур сăмахра та ударени пĕрремĕш сыпăк çине ÿкет?

а) хушамат, çынсем, кĕнеке.

ă) хăйĕн, тĕрлĕ, ĕçĕ

б) механикăра, республикăри, флотне

в) пирĕн, ентеш, Крылов

2. Хăш йĕркери пур сăмахра та ударени иккĕмĕш сыпăк çине ÿкет?

а) çынсем, карап, уявра

ă) пирĕн, виçĕ, унăн

б) çĕршывра, тĕнчипе, кĕнеке

в) ретре, халĕ, çуралнă

3. Хăш йĕркери пур сăмахра та ударени юлашки сыпăк çине ÿкет?

а) хушамат, çĕршывра, тĕнчипе

ă) мухтавлă, ентеш, тапхăр

б) пирĕн, ячĕпе, академик

в) институтне, палăртрĕ, чапа
«Иакинф Бичурин» текста вуласа ăнланнине тĕрĕслемелли тест ыйтăвĕсем:

I. 1. Кам вăл Иакинф Бичурин?

А) вырăс çыравçи

Ă) карап тăвас ĕçре тĕнчипе чапа тухнă çын

Б) востоковед

В) артист

2. Вăл хăш районта çуралса ÿснĕ?

А) Патăрьел районĕнче

Ă) Шупашкар районĕнче

Б) Пăрачкав районĕнче

В) Куславкка районĕнче

3. Иакинф Бичуринăн чăн ячĕ мĕнле?

А) Константин Васильевич

Ă) Никита Яковлевич

Б) Иван Яковлевич

В) Михаил Кузьмич

4. Вăл ăçта вĕреннĕ?

А) Раççейри пĕрремĕш педагогика институтĕнче

Ă) Хусанти духовнăй семинаринче

Б) Шупашкарти ял хуçалăх академинче

В) Мускаври патшалăх университетĕнче

5. Иакинф Бичурин Китайра миçе çул пурăнать?

А) 14

Ă) 20


Б) 40

В) 15

6. Китайра Иакинф атте мĕн туса пурăнать?

А) канать

Ă) вырăс тĕнне сарать, истори тĕпчет

Б) ташлать

В) шыва кĕрет, хĕвел çинче хĕртĕнет

7. Унăн ĕçĕсем камсен авалхи историне пĕлме пулăшаççĕ?

А) вырăссен

Ă) чăвашсен

Б) марисен

В) нимĕçсен

8. Духовнăй семинарире вĕреннĕ чухне вăл мĕнле чĕлхесем вĕренсе çитнĕ?

А) нимĕç, акăлчан, француз

Ă) мари, мăкшă, тутар

Б) грек, латин, авалхи славян

В) чăваш, китай, вырăс

9. Бичуринăн ашшĕ кам пулнă?

А) вĕрентекен

Ă) артист

Б) пуп

В) художник



10. Академи пĕтернĕ хыççăн Иакинф Бичурин мĕнле хулара ĕçлет?

А) Иркутскра

Ă)Шупашкарта

Б) Мускавра

В) Петербургра

II. Грамматикăна тĕрĕслемелли тест ыйтăвĕсем

II.I. Япала ячĕн тĕрĕс формине лартăр


  1. Бичурин хальхи Шупашкар ялĕнчи Типнер … çуралнă.

а) ялта

ă) ялтан


б) ялĕнче

в) ял


2. Унăн … пуп пулнă.

а) атте


ă) ашшĕ

б) аçу


в) аçăр

3. Çамрăк Никита малтан … вĕреннĕ.

а) семинаринче

ă) семинарире

б) семинарите

в) семинарине

4. … Бичурин 14 çул пурăнать.

а) Китайта

ă) Китая

б) Китайра

в) Китайран

5. Бичурин … Петербургри ученăйсем паллашаççĕ.

а) ĕçĕсемпе

ă) ĕçĕ


б) ĕçĕсене

в) ĕçĕсенче

II.II. Глаголăн тĕрĕс формине лартăр.



  1. Бичурин хальхи Шупашкар ялĕнчи Типнер ялĕнче…

а) çуралса ÿсрĕ

ă) çуралса ÿсрĕм

б) çуралса ÿснĕ

в) çуралса ÿсрĕç

2. Петербургри ученăйсем унăн ĕçĕсене пысăка хурса...

а) хаклать

ă) хаклаççĕ

б) хаклатăп

в) хаклатпăр

3. Эпир хамăр ентешпе тивĕçлипех …

а) мухтанать

ă) мухтанатпăр

б) мухтанаççĕ

в) мухтанчĕ

4. Китайра Бичурин 14 çул ...

а) пурăнчĕç

ă) пурăнтăм

б) пурăнать

в) пурăнатăп

II.III. Кирлĕ сăмах лартăр.

1. Академи … Бичурин манах пулса тăнă.

2. Авалхи кĕнекесем … Тухăçри халăхсен историне тĕпчет.

3. Китайран таврăннă … питĕ нумай кĕнеке илсе килет.

а) чух ă) хыççăн б) тăрăх


II.IV. Тĕрĕс йĕркеленĕ предложенине палăрт.

1) Чăвашсен авалхи историне пĕлме пулăшаççĕ унăн ĕçĕсем.

2) Унăн ĕçĕсем чăвашсен пĕлме пулăшаççĕ авалхи историне.

3) Унăн ĕçĕсем чăвашсен авалхи историне пĕлме пулăшаççĕ.

II.V. Тĕрĕс аффиксем хушса çыр.


  1. авал…

  2. Хусан…

  3. Тухăç…

а) –ри

ă) -ти


б) –хи

II.VI. Предложенин тĕрĕс куçарăвне туп.

Авалхи кĕнекесем тăрăх Тухăçри халăхсен историне тĕпчет.

а) По древним книгам изучает историю северных народов.

ă) По древним книгам изучает историю восточных народов.

б) По древним книгам изучает историю южных народов.

в) По современным книгам изучает историю восточных народов.

II.VII. Тĕрĕс ыйту ларт.

1) Çамрăк Никита … вĕреннĕ?

а) ăçтан?

ă) кам?


б) кам-кам?

в) ăçта-ăçта?

2) Унăн ĕçĕсемпе … паллашаççĕ?

а) мĕн?


ă) камсем?

б) кам?


в) мĕнсем?

3) Ун патне … пырса çÿренĕ?

а) мĕн?

ă) кам-кам?



б) камăн?

в) мĕнсем?


II.VIII. Сăмах майлашăвĕсем йĕркеле.

  1. чаплă

  2. çамрăк

  3. вырăс

  4. авалхи

  5. паллă

  6. тухăçри

а) Никита

ă) истори

б) çын

в) халăх



г) чĕлхи

д) художник



II.IX.


1.Хăш йĕркери ударени тĕрĕс?

а) чă’ваш, вы’рăс, ялĕ’нче`

ă) а’шшĕ, я’нă, вĕре’ннĕ

б) хыççă’н, чаплă’, çу’ралнă

2. Пĕремĕш сыпăк çине ÿкекен ударениллĕ сăмахсене тупăр.

а) çулĕпе, академире, авалхи

ă) хулинче, аттене, историне

б) тепĕр, юлнă, тĕплĕн



Хуравсем

«Алексей Николаевич Крылов» текст тăрăх хатерленĕ тест ыйтăĕсен хуравĕсем

I.1) - ă, 2) – б, 3) – ă, 4) – ă, 5) – а

II. 1.1) – б, 2) – ă, 3) – а, 4) – г, 5) – д, 6) – в

2) – а.

3. а) Крылов ĕçĕсене революцичченех пысăка хунă.



б) Унăн тĕп ĕçĕ карапсем тăвассипе çыхăннă.

в) Вăл пирĕн республикăри Пăрачкав районĕнче çуралнă.

4. 1) Крылово

2) çар


3) икĕ

5) – а.


III.I 1) – б, 2) – а, 3) – ă, 4) – ă, 5) – б

II.1) – а, 2) – ă, 3) – а, 4) – б, 5) – ă

III.1) - а, 2) – ă, 3) – а, 4) – ă, 5) – ă

IV.1) – ă, 2) – б, 3) – а, 4) – а, 5) – б

V. 1) – а, 2) – а, 3) – ă, 4) – б

VI. 1) – ă, 2) – а, 3) – а

«Иакинф Бичурин» текст тăрăх хатĕрленĕ тест ыйтăвĕсен хуравĕсем:



I.1) – Б, 2) – Ă, 3) – А, 4) – Ă,5) – А, 6) – Ă, 7) – Ă, 8) – Б, 9) – Б,10) – А

II.I. 1) – б, 2) – ă, 3) – ă, 4) – б, 5) – а

II.II 1) – б, 2) – ă, 3) – ă, 4) – б

II.III.1) – ă, 2) – б, 3) – а

II.IV. – 3

II.V. 1) – б, 2) – ă, 3) – а

II.VI. – ă

II.VII. 1) - в, 2) – ă, 3) – ă

II. VIII. 1) – б, 2) – а, 3) – г, 4) – ă, 5) – д, 6) – в



II.IX. 1) – ă, 2) – б








Человек — единственное животное, которое причиняет другим боль, не имея при этом никакой другой цели. Артур Шопенгауэр
ещё >>