Ĕçе пурнăçлаканĕ: Леонтьева Анастасия Анатольевна, Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари - davaiknam.ru o_O
Главная
Поиск по ключевым словам:
страница 1
Похожие работы
Название работы Кол-во страниц Размер
Мемориал А. В. Синицина. Жеребьевка 5 тура 1 11.95kb.
Лабораторная работа. Вычисление коэффициентов полных материальных... 1 61.92kb.
Система детского музыкального воспитания Карла Орфа 1 69.1kb.
Неделя русского языка и литературы 1 49.29kb.
Анастасия Новых. «Притча о поисках единого зерна Истины» из книги... 1 48.44kb.
Номер дела поступило из истец 7 983.19kb.
Проект «Мое созвездие» 1 290.33kb.
Программа проведения «Дней татарской науки и культуры в Перми, посвященных... 1 43.31kb.
Мемориал А. В. Синицина. Жеребьевка 7 тура 1 12.25kb.
Проверка на прочность 1 33.56kb.
Анастасия Самородова 1 11.36kb.
Единая россия 1 35.21kb.
Направления изучения представлений о справедливости 1 202.17kb.

Ĕçе пурнăçлаканĕ: Леонтьева Анастасия Анатольевна, Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари - страница №1/1

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНЎ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ

ВĂРМАР РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ВĔРЕНЎПЕ ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ

«МĂНÇЫРМАРИ ПĔТĔМĔШЛЕ ПĔЛЎ ПАРАКАН ВĂТАМ ШКУЛ»

МУНИЦИПАЛИТЕТ ВĔРЕНЎ УЧРЕЖДЕНИЙĔ

wordart 9

Ĕçе пурнăçлаканĕ:

Леонтьева Анастасия Анатольевна,

Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари

пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам

шкулта 8-мĕш класра вĕренекен.
Ертсе пыраканĕсем:

Цыркунова Татьяна Леонарьевна,

Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари

пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам

шкулта чăваш чĕлхипе литератури

вĕрентекенĕ.
Мăнçырма - 2011

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕсем:
1) Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем çинчен туллинрех тĕпчесе пĕлесси;

2) Космонавт летчиксен Раççей тата Чăваш çĕршывĕн историйĕнчи пĕлтерĕшне ăнланасси;

3) Паллă çынсен пурнăçĕпе кăсăкланасси, тавракурăма аталантарассси;

4) Шыравпа тĕпчев ĕçне хăнăхасси.


Тĕпчев ĕçĕн задачисем:
1) шыравпа тĕпчев ĕçĕсенче тĕрлĕ мелсемпе тата меслетсемпе усă курасси;

2) космонавт летчиксен паттарăх çулне тĕпчесси;


Тĕпчев ĕçĕн актуаллǎхĕ:

Андриян Григорьевич Николаев, Николай Михайлович Бударин, Мусса Хираманович Манаров – чăвашсен мухтавлă ывалĕсем . Вĕсем чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ. Вĕсем утса тухнă çул чăн-чăн паттăрсен çулĕ. Кашни чăваш ачин, кашни хăй халăхне хисеплекен çыннăн çакăн пек паттăрсем çинчен пĕлмелле. Мĕншĕн тесен чăн та вĕсен ячĕпе Чăваш çĕрĕн историйĕ, Раççей çĕр-шывĕн историйĕ, тĕнче историйĕ çырăнать.


Проект ĕçĕн объекчĕ:

Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем.


Проект ĕçĕн предмечĕ:

Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисен паттарлăх çулĕ. Вĕсен паттăрлăхне манманни.


Проект ĕçĕн мелĕсемпе меслечĕсем:

  1. Шырав.

  2. Тĕпчев.

  3. Картотека.


Ĕç йĕрки:


Тапхăрсенче тумалли ĕçсем

Ачан ĕçĕ

Учитель ĕçĕ

Хатĕрленӳ тапхăрĕ

Тĕпчев ĕçен темипе проблемине палăртасси.

Темăна вĕренекенпе сÿтсе явать.

Тĕпчев ĕçĕн тĕп шухăшĕпе ачана паллаштарасси, тĕллев лартма пулăшать.


Ĕçе планлани

а) хушма литература, тĕрлĕ источниксем палăртасси;

Ĕçен планне хатĕрлет.

Çĕнĕ шухăшсем палăртать, ĕçе хăçан пурнăçламаллине калать.


ă) пухнă пĕлĕве планлани, тишкерни;


Задачисене палăртать.




б) кăтартăва суйласа илни:

- отчет (ăсра, çырса);

- конференци ирттересси;








Тĕпчев ĕçĕ

Информации пухасси, тĕл пулакан задачăсене пурнăçласси.

Тĕп ĕçсем:

- ыйту-хурав,

- шырав,


- тĕпчев,

- картотека,

- литературăпа паллашни.


Тепчев ĕçĕ ирттерет, тĕл пулакан задачăсене пурнăçлать.

Сăнать, канаш парать.

Пĕтĕмлетÿ ĕçĕ

Пуçтарнă информацие тишкересси, пĕтĕмлетÿ туни.

Информацие тишкерет, тунă ĕçе йĕркелесе çитерет.


Сăнать, канаш парать.

Хатĕр ĕçе кăтартни

Ĕçĕн результатне кăтартса пани.

Хăйĕн ĕçĕ çинчен отчет тăвать, пĕтĕмлетет.

Учитель итлет, ыйтусем парать. Ĕçе хаклать, туса çитереймен ĕçсене палăртать.




Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ:

Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен пухнă материал Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем çинчен татах та ытларах пĕлме май парать. Çак материалпа уроксенче, класс тулашĕнчи мероприятисене ирттернĕ чухне усă курма пулать.

Тĕпчев ĕçне пурнăçланă май эпĕ те нумай çĕнĕ япала пĕлтĕм. Ку маншăн пурнăçра усăллă пулма пултарать. Шырав, тĕпчев тата ытти ĕçсем туса ирттерни мана космос мĕн тери интереслĕ, илĕртӳллĕ, тĕлĕнмелле япала пулнине пĕтĕм чун-чĕрепе туйса илме пулăшрĕ.

Тĕпчев ĕçĕн çăлкуçĕсем:

Космонавт летчиксен паттăрлăх çулне тĕплĕнрех тĕпчес тесе чи малтан шкулти, ялти тата Вăрмар районĕнче вырнаçнă библиотекăна кайрăмăр, тĕрлĕ литературăпа паллашрăмăр. Сĕнтĕрвĕрри районĕнчи Шуршăлти музейра пулса куртăмăр. Республикăри хаçат материалĕсемпе, хамăр районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленнĕ статьясемпе паллашрăмăр. Библиотекăран тĕрлĕ кĕнекесем илсе космонавт летчиксен ĕçне кăтартса паракан кĕнекесен картотекине турăмăр.




Николай Михайлович Бударин – чăвашран тухнă иккĕмĕш космонавт.
"Космонавт пулас тесен чи малтан тĕллев лартмалла.

Эпĕ çакна ача чухнех тунă. Унсăр пуçне, паллах,

лайăх вĕренмелле, спортпа туслă пулмалла"

Н.М.Бударин


Николай Михайлович Бударин 1953 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнче çуралнă. Вăл – çемьере иккĕмĕш ача. Кирене куçса киличчен пулас космонавт ашшĕ Михаил Романович Улатăрти МТСра ĕçленĕ, амăшĕ Александра Михайловна шăл тухтăрĕнче тăрăшнă. Кирене вĕсем çемье пуçĕ ĕç вырăнне улăштарнипе, леспромхоза куçарнипе килнĕ. Бударинсен виçĕ ывăлĕ Юрий, Николай, Сергей ытти ял ачисемпе чупса-выляса ÿснĕ.

50-мĕш çулсен вĕçĕнче Михаил Романович Вăрман техникин академине вĕренме кĕрсен Бударинсен çемйи Мускав çывăхĕнчи Щелково хулине куçса каять. Кунта Николай Бударин вăтам шкул пĕтерет. Аттестат илсенех докуменчĕсене Мускаври Серго Орджоникидзе ячĕллĕ авиаци институтне кайса парать вăл. Каçхи уйрăмра пĕлӳ илнĕрен тăван шкулĕнче лаборантра ĕçлеме пуçлать.

18 тултарсан ытти пин-пин çамрăк пекех салтак атти тăхăнать, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне Чехословакире пурнăçлать каччă. Çартан таврăнсан "Энергия" наукĕпа производство пĕрлешĕвне фрезеровщик пулăшуçине вырнаçать, шăпах çак заводра "Союз" тата "Прогресс" космос карапĕсем туса кăларнă. Çавăн чухне космоспа "чирлесе" кайнă-тăр вăл. Хупă заводра вăй хума тата аслă шкулта вĕренме йывăр пулнă паллах. Çавăнпа çулталăкран каччă ĕçне улăштарать, Фрязинăри пĕр завода наладчика вырнаçать. Юлашки курссенче вĕреннĕ чухне "Энергие" каялла таврăнать, электромонтерта, электрооборудовани мастерĕнче, инженерта тăрăшать.

Космонавтсен ушкăнне 1979 çултах лекме хăтланать вăл, анчах инженер мар, рабочи çеç пулнăран йышăнмаççĕ. Ĕмĕтне пăрахăçламасть ентĕшĕмĕр, 1982 çулта тепре комисси умне тухать. 1983 çулта мандат комиссийĕ ун кандидатурине ырлать, анчах умра тепĕр тĕрĕслев - тухтăрсен пĕтĕмлетĕвĕ. 1986 çулта тахçанах кĕтни пурнăçланать – тухтăрсем "ятарлă тренировкăсем ирттерме хатĕррине" çирĕплетеççĕ. Унтан çул хыççăн çул иртет. Ведомствăсен хушшинчи патшалăх комиссийĕ 1989 çулта тин космонавтсен ушкăнне илет ăна. Пĕр пирĕн ентешĕмĕрĕн çеç мар, кашни космонавтăн çакăн пек йывăррăн тата вăраххăн хатĕрленме тивет. 1991 çулччен вĕçеве хатĕрленекенсен курсне тухса патшалăх экзаменне ăнăçлă тытать Николай Михайлович, космонавт-испытатель квалификацине илет. ЭО-19 экипажăн бортинженерĕн ятне илтиччен тепĕр 3 çул хатĕрленет-ха.


Космосра виçĕ хутчен пулать вăл, пĕтĕмĕшле 444 талăк та 1сехет те 26 минут та 1 çеккунт.

8 хутчен уçă космоса тухать, унта 44 сехет те 46 минут ирттерет.


1-мĕш вĕçев

1995 çулхи çĕртме-авăн уйăхĕсем, Анатолий Соловьвпа ирттернĕ вĕçев 75 талăк та 11 сехет те 20 минут та 21 çеккунта тăсăлать.


2-мĕш вĕçев

1998 çулхи кăрлач-çурла уйĕсенче иртет, космосра 207 талăк та 12 сехет те 51 минут та 02 çеккунт пулать. Талгат Мусабаевпа тата Леопольд Эйартцпа вĕçет.



3-мĕш вĕçев

2002 çулхи чÿк – 2003 çулхи çу уйăхĕсем. Космосра 161 талăк та 1 сехет те 14 минут та 38 çеккунт пулать.


Наградăсем:


  • РФ Геройĕн «Ылтăн çăлтăрĕ» (1995 çул) – «Мир» комплекс çинчи вăрах вĕçев вăхăтĕнче паттăрлăхпа хăюлăхшăн;

  • «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степень орден (2004 çул) – космоса тĕпчес ĕçре кăтартнă профессионализмпа хăюлăхшăн;

  • «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» III степень орден (1998 çул) – «Мир» комплексри вĕçев вăхăтĕнче хăйне хĕрхенмесĕр хăюлăх кăтартнăшăн;

  • Çавăн пекех Отан орденне (Казахстан) тата «Космосри вĕçевшĕн» (НАСА Spase Flight Medal) НАСАн виçĕ медальне тивĕçет.

Николай Михайлович мăшăрĕпе Марина Львовнăпа икĕ ывăл ÿстернĕ. 2007 çултанпа вăл Патшалăх Думин депутачĕ. Пушă вăхăтра туризмпа, велоспортпа кăсăкланать.




  1. Муса Хираманович Манаров – чăвашран тухнă виççĕмĕш космонавт.

Муса Хираманович Манаров Азербайджанри Бакура 1951 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Апла пулин те унăн ачалăхĕ Чăваш çĕрĕ çинчи Улатăр хулинче иртнĕ. Улатăрти 8 № шкулта вăл 4-мĕш класран пуçласа 10-мĕш класс таран вĕреннĕ. Унти шкула ылтăн медальпе вĕренсе тухсан Муса Мускав авиации институчĕн вĕçев аппарачĕсенчен радиоэлектроника факультетĕнче ăсталăхне туптанă.

Малтанах инженерта вăй хунă, унтан, 1974 çулта, космонавтсен отрядне кĕнĕ. 1987 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Союз ТМ-4» космос карапĕпе тата «Мир» орбита комплексĕпе вĕçнĕ. Бортинженер тивĕçне пурнăçланăскер уçлăхра 365 талăк та 23 сехет пулнă. Çапла майпа экипаж нумай вăхăт хушши вĕçсе тĕнче рекордне çĕнетнĕ. Ăнăçлă вĕçевшĕн Муса Хирамановича Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă тата Ленин орденĕпе, «Ылтăн Çăлтăр» медальпе чысланă.

Мусса Манаров уçлăха пĕрре хăпарнипех çырлахман, 1990 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче вăл космоса тепре çĕкленнĕ. Ун чухне вăл 175 талăк та 2 сехет вĕçнĕ.



Чăваш Енре ӳснĕ Муса Хираманович халĕ Мускавра пурăнать. 2005-мĕш çултанпа Муса Манаров Улатăр хулин хисеплĕ çынни шутланать.




Половина следствий хороших намерений оказывается злом. Половина следствий дурных намерений оказывается добром. Марк Твен
ещё >>