Урок тĕсĕ: хайлавсене вуласа тишкермелли çĕнĕ технологи элеменчĕсемпе усă курнă урок - davaiknam.ru o_O
Главная
Поиск по ключевым словам:
страница 1
Похожие работы
Название работы Кол-во страниц Размер
Урок т\с\: лирика хайлавне вуласа тишкермелли хут=ш урок. Сап=рл=х... 1 71.25kb.
Вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсенче çĔНĔ технологисемпе усă курасси 1 71.07kb.
Урок тĕсĕ: çыравçă пултарулăхĕпе паллашмалли хутăш урок 1 111.27kb.
Урок Архитектура города 10 Урок Архитектурные стили 13 Урок Профессии... 8 1296.5kb.
Урок математики в 5 классе. Урок-экскурсия по Ивантеевке Самоанализ 1 101.77kb.
Урок тěллевě: 1 Ачасене çуллахи каникула планлама хǎнǎхтарасси. 1 36.15kb.
Урок «Города государства. Афины» 1 70.87kb.
Урок по технологии в 5 классе «Ваше величество Карман» 1 287.73kb.
Урок по курсу экономической и социальной географии мира и 7 урок... 1 219.35kb.
Урок по биологии в 10-м классе "Экологические законы природопользования" 1 150.8kb.
Урок исследование: "Химические свойства металлов и их соединений... 1 124.03kb.
Биография Габдуллы Тукая 1 23.95kb.
Направления изучения представлений о справедливости 1 202.17kb.

Урок тĕсĕ: хайлавсене вуласа тишкермелли çĕнĕ технологи элеменчĕсемпе усă курнă урок - страница №1/1

Урок теми: Михаил Федоровăн «Арçури» поэмипе Габдулла Тукайăн «Шурале» сăвалла юмахне танлаштарни.

Урок тĕсĕ: хайлавсене вуласа тишкермелли çĕнĕ технологи элеменчĕсемпе усă курнă урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: ырăпа усала уйăрма вĕрентесси, пурнăçа юратма вĕрентесси, ĕç çынна илем кÿнине палăртни.

Пĕлÿ тĕллевĕ: хайлав чĕлхине сăнама, тишкерме вĕрентесси, тутар литературипе танлаштарма хăнăхтарасси.

Аталантару тĕллевĕ: сăнарлă сăмах илемне асăрхама вĕрентесси,ачасен ăс-хакăлне çивĕчлетме, шухăшлавне аталантарма пулăшасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, урок темипе тĕллевне пĕлтерни, çыравçăсемпе паллаштарни, ыйтусем çине хуравлани, хайлавсемпе паллашни, план тăрăх хайлавсене танлаштарни, пĕтĕмлетÿ.

Пуплеве аталантарасси: илемлĕ хайлавсене танлаштарса вулани, илемлĕх мелĕсене тупни, синквэйн йĕркелени.

Словарь ĕçĕ: Ителмес- ял ячĕ, Урхас- Кушак – вăрман ячĕ, Кăрлай- ял ячĕ,арçури - вăрманта тĕл пулакан усал (арçури хисепсĕр вилнĕ çынсенчен пулать имĕш), Пихампар – выльăх-чĕрлĕх тури.

Литература теорийĕ:.юмахлатнă поэма, сăвăлла юмах.

Курăмлăх хатĕрĕсем: Михаил Федоровпа Габдулла Тукайăн портречĕсем, «Шурале» юмах кĕнеки, компьютер, проектор, экран, тест ыйтăвĕсем .

Урок эпиграфĕ: Михаил Федоровпа Габдулла Тукай халăх сăмахлăхне витĕр пĕлекен сăвăçсем пулнă. « Вĕсем хăйсен хайлавĕсенче халăхăн ĕлĕкхи саманари пурнăçне, пуян чунне пурне те курăнмалла кăтартнă».Михаил Сироткин, паллă тĕпчевçĕ, профессор.

Урок юхăмĕ:

Класа йĕркелесси.

- Ырă кун пултăр, ачасем! Паян эпир чăвашсен паллă «Арçури» поэмипе тата тутар халăхĕн «Шурале» юмахĕпе паллашатпăр, çак хайлавсене вуласа вĕсен пĕр пеклĕхне тупма тăрăшатпăр.

I. Килти ĕçе тĕрĕслесси.

Ачасем, Михаил Федоровпа Габдулла Тукайăн биографийĕсене каласа парăр?

-Ăçта çуралнă Михаил Федоров?

1-мĕш ача. Михаил Федоров чÿк уйăхĕн 29-мĕшенче 1848-мĕш çулта Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнче Хурапха ялĕнче çуралнă.

- Михаил Федоров ăçта-ăçта вĕреннĕ?

2-мĕш ача. Вун ултă çулта чухне тин Аслă Кăршкари пуçламăш шкула кайнă, унта виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă шкула çÿренĕ. Пĕчĕк чухнех вăр-вар ача пулнине астуса çынсем Михали «пысăк çын» пуласса кĕтнĕ.1869 çулта Михаил Федоров Самар хулинчи учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кĕрет.Шĕнерпуçĕнче учитель пулса ĕçлет. Хусанта учительсен институтĕнче пĕр çулталăк икĕ-виçĕ класлă училищĕсен преподавательне вĕренет.

- Хусантан таврăнсан ăçта ĕçленĕ?

3-мĕш ача. Шупашкарти виçĕ класлă училищĕре ĕçлет, тепĕр вун икĕ çултан Чар хулинчи (хальхи Йошкар-Олари) икĕ класлă училище пуçлăхне лартаççĕ.Çак хулара вара вăл хăй виличченех ĕçлет.

- Ачасем, эсир тутар халăхĕн, паллă поэтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн пĕлетĕр?

- Габдулла Тукай ăçта çуралнă?

4-мĕш ача. Габдулла Мухамедгарифович Тукаев 1886 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тутарстанăн Арск районне кĕрекен Кушлауч ятлă ялта мулла çемйинче çуралнă. Ачаллах хăр тăлăха тăрса юлнă, пĕчĕклех нумай нуша курнă.

- Габдулла Тукай миçемĕш çулта литература ĕçне тытăнать?

5-мĕш ача. Сăвă çырма Габдулла Тукай 1902 çулта пуçланă. Хусанта «Яшен» (Çиçĕм) сатира журналĕнче, 1910 çултан «Ялт-йолт» (Шевле) журналта ĕçлет.

-Ачасем, эсир киле парса янă ĕçе лайăх хатĕрленсе килнĕ.

II. Çĕнĕ темăна ăнлантарасси.

- Габдулла Тукайпа Михаил Федоров пĕр вăхăтра пурăнман пулин те вĕсем çырса хăварнă «Арçурипе» «Шурале» хайлавсем тĕп шухăшĕпе пĕлтерĕш енчен те, композиципе сюжет йĕркеленĕвĕсемпе те пĕр калăплă хайлавсем шутланаççĕ.Ăнсăртран пулса тухнă-ши çакăн пек тÿр килÿ е пурнăç шăпи çавăн пек çырма икĕ сăвăç умне хăй ыйту кăларса тăратнă-ши? Икĕ поэт та сюжетнее халах сăмахлăхĕнчен илнĕ.Тутарпа чăваш халахĕсем тискер саманан юрлă-варлă пурнăçне нумай енчен пĕр пек тÿссе ирттернĕ.Çитмен пурнăç, палах, хресченсене тĕрлĕрен шухăшлаттарнă. Çавăнпа та Хĕветĕр хресченпе Пĕлтĕр джигит евĕр çука юлнă çынсем шиклене-шикленех вăрмана вутă-шанкă пухма кайни сахал мар пулнă.

- «Арçури» поэма тата «Шурале» сăвăлла юмаха миçемĕш çулсенче çырса кăларнă?

Михаил Федоров «Арçури» хайлава çырнине тĕрлĕ тĕпчевçĕ тĕрлĕрен палăртнă: М.Я.Сироткин- 1879, Д.Ф.Филимонов – 1884, Г.И.Комиссаров-1891 çулсенче. Габдулла Тукай «Шурале» юмаха 1907 çулта çырнă.

- Халĕ Габдулла Тукай çырнă «Шурале» юмаха чăвашла итлетпĕр.Юмаха чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ куçарнă.(Ача-пăча сăмахлăхĕ:Хрестомати:Пуçламăш шкулсем валли.277стр.)

-«Арçури» поэма сасăпа черетпе вулатпăр.(Икĕ хайлава вуласа тухнă хыççăн хайлавсене тишкеретпĕр)

«Арçури» тата «Шурале» хайлавсене танлаштарни.

1.Михаил Федоров хайлавăн жанрне палăртман, çавăнпа та тĕпчевçĕсем тĕрлĕрен палăртнă: « сăвăлла юмах», « баллада», « халап». Тĕрĕссипе вара «Арçури» - лиро-эпикăлла кĕске поэма, чăн пурнăçри лару-тăрăва хресченпе арçури сăнарĕсем урлă кăтартакан реализмлă хайлав.

Габдулла Тукай жанрне сăвăлла юмах тесе палăртнă.

2. Хайлавсен пуçламăшĕ.

«Арçури» «Шурале»

Хĕвел ансан Хĕветĕр Çап-çутă каç пĕррехинче

(Эсир ăна пĕлетĕр) Кăрлай ачи, яш каччă,

Хĕвне çăкăр чикрĕ те, Хăла утне тилхепинчен

Лаша кÿлсе ларчĕ те Турта-турта утатчĕ.

Тухрĕ кайрĕ вăрмана Пире телей çавра курки

Хăрăк турат пуçтарма… Лекмерĕ те, пĕтетпĕр,

Пÿртре хутма вут çук пирки

Çĕрле вăрра çÿретпĕр.

3. Хайлавра тĕл пулакан топонимсем.

Авторсем хăйсем пурăннă вырансене тĕрĕс кăтартнă: Виснер, Хурăншур, Урхас – Кушăк, Ителмес, Чиперуй, Кăрлай.

4. «Арçури» поэмăри илемлĕх мелĕсем.

Эпитет: хура вăрман, хура хĕр.

Танлаштару: ват çын пекех шур сухаллă.

Сăпатлантару: хура пĕлĕтсем чупаççĕ.

«Шурале» юмахри илемлĕх мелĕсем:

Эпитет: çап-çутă уйăх, яш каччă.

Танлаштару: Çунса пăхать çамки çинче

Кăвар пек икĕ куçĕ.

5. «Арçури» поэмăри тĕп санар – Хĕветĕр. Вăл чухăн хресчен, каçа хирĕç вăрмана вутă илме каять, «Шурале» юмахра та Кăрлай ачи те вăрмана вутта каять. Иккĕшĕ те усал вăй кураççĕ.

«Арçури» «Шурале»

Сикрĕ тухрĕ çырмаран, Тăра парать темле амак,

Пĕкке хуçрĕ çурмаран,- Элес –мелес хăрушă -

Ват çын пекех шур сухаллă, Чуна сиктермĕш, çăмламас

Качака пек мăйракаллă, Хура вăрман пăрушĕ.

Ури вăрăм, куçĕ чармак, Темле хурах-и? Таркăн-и?

Урхас –Кушак вăрманенче Те йĕрĕх-и, эсрел-и?

Урлă – пирлĕ уткалать. Этем пек ун пăхкалани.

Этем тесен – хÿреллĕ.

«Арçури» хайлавра хире-хирĕçле икĕ тĕнче пур: çынсен тĕнчи тата усал-тĕсел тĕнчи.Пĕрремĕшĕсем ялта пурăнаççĕ, иккĕмĕшĕсем – вăрманта.Çав икĕ тĕнчен чикки чылай чухне шыв (çырма) пулса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ арçури щыв арманĕнчен малалла иртеймест, Хĕветĕртен арман айне кĕрсе юлать. Арçури – чăваш демонологийĕнчи уйрăмах анлă сарăлнă сăнар. Çапса пăрахнă çынсене кĕлĕ тутармасăр пытарсан, вĕсен чунĕсенчен арçури пулать теççĕ.Çын шăмми тăпра айне кĕмесен те арçури пулать иккен.

6.Усал сăнарсене танлаштарни

Арçури


Шур сухаллă, качака пек мăйракаллă, ури вăрăм, куçĕ чармак, урлă-пирлĕ уткалать, урнă йыт пек тулашать: вĕрет, сурать, пусмăрлать,кăтакласа вĕлерет.

Шурале


Сăмси те ун, вăлта пек кукăр-макăр; алли-ури çип-çинçе, армак-чармак та хуçăк; турат пек унăн пÿрнисем, пĕрин тăршшĕ пĕр аршăн.

7. Михаил Федоровпа Габдулла Тукай халăх сăмахлахне витĕр пĕлекен сăвăçсем пулнă. Хайлавсенчи сăнарсем иккĕшĕ те арçури аллине лекнĕ пурнăçĕсене çăлса хăварассишĕн кĕрешĕççĕ. Анчах та кĕрешÿ кунта икĕ тĕрлĕ пулса иртет.Хĕветĕр нумай вăхăт нушаланнă хыççăн çеç хăтăлать пулсан, Габдулла Тукайăн джигичĕ хăйĕн тăшманне вăйпа мар, чеелĕхĕпе çĕнтерсе тухать.Поэт çак хайлавпа этеме хирĕç тăма пултаракан вăй тĕнчере çукки çинчен каласшăн пулнă.

III. Çирĕплетÿ тапхăрĕ.

Ыйтусем çине хуравлани.

-Хайлавсенче çулталăкăн хăш вăхăтне кăтартнă?

- Хĕветĕрĕн çемйи пысăк-и?

- Хĕветĕрпе Кăрлай ачи усал сăнара мĕнле кураççĕ?

- Хăш йĕркесем поэмăн тĕп шухăшне уçса пама пулăшаççĕ?

1. «Ачам-пăчам пит айван,

Халиччен суха тытайман».

2. «Хура вăрман хумханать,

Хура лаша хартлатать».

3. «Çитмен пурнăç пирки-çке

Çын куçĕнчен пăхатпăр.

Кану вăхăчĕ. «Арçури» поэмăри [a] сас паллипе пуçланакан япала ячĕсене каласа тухăр. (Арçури, арман, анчăк, ачам-пăчам, асаттесем, арçын, ана)

IV. Урока пĕтĕмлетни.

- Ачасем, паян эпир мĕнле тема пăхса тухрăмăр?

- Чăваш тата тутар çыравçисем хăйсен хайлавĕсенче мĕнле тема хускатнă?

Ачасен пĕлĕвне хаклани.

V. Киле ĕç пани.



1. «Лапка-лапка юр çăвать…» сыпăка е хăвăра килĕшнĕ ытти вырăнсене пăхмасăр калама вĕренĕр.

2. Арçурипе Шурале сăнарĕсене ÿкерсе килĕр.




Война космополитов с интернационалистами. Видоизмененный Болеслав Пашк
ещё >>